АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсавсăр техника _ шанчăксăр

29 июля 2015 г.

Республикăра, çавăн пекех районта та çулленех августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен "Трактор" операци ирттереççĕ. Ăна Чăваш Рес- публикинчи хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти техника лару-тăрăвне тĕрĕслекен патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕпе Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви пĕрле йĕркелеççĕ.

Уйăхлăхра уйрăм çынсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен тата ытти организацисен тракторĕсене тĕрĕслеççĕ. Юсавсăр, техника хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермен хурçă "утсене" тупса ĕçре усă курассинчен хăтараççĕ. Мероприятие ирттерсе яма районта ятарлă комисси тунă. Операци вăхăтĕнче комисси членĕсем ял тăрăхĕсене тухса çỹреççĕ. Вĕсем техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине, хурçă "утпа" çỹреме ирĕк паракан документ пуррине пăхаççĕ, кивелнисене регистрацинчен кăларассипе тимлĕх уйăраççĕ.

И. Васильев, Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика