29 июля 2015 г.
Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Светейший Кирилл Шупашкара Илия пророк кунĕ умĕн, августăн 1-мĕшĕнче, Чулхула облаçĕнчи Дивеево обите- лĕнче кĕлĕ ирттернĕ тата унти çынсемпе тĕл пулнă хыççăн Саров хулинчен Чăваш Ене вĕçсе килĕ. Патриарх Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче кĕлĕ, августăн 2-мĕшĕнче Святейший Владыка Çĕнĕ Шупашкарти Апостолсемпе тан святой Владимир князь чиркĕвĕнче Литурги ирттерĕ.
Ăна çывăх курас текенсем тата пил илме ĕмĕтленекенсем Çĕнĕ Шупашкарти собор патне пухăнĕç. Пирĕн районти Турра ĕненекенсем те Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара кайса Патриарх ирттернĕ кĕлĕсенче пулма, пил илме те пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)