АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке пултăрччĕ пĕлỹ çăл куçĕ

29 июля 2015 г.

 "Кĕнекесем _ çынна ырăпа çутă патне илсе пыракан пусма картлашкисем".

Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ

Пире шкулта ăс пухнă чухне учительсем яланах: "Кĕнеке _ чи çывăх юлташ", тесе вĕрентетчĕç. Çуралнă кунсенче е пĕр-пĕр уявра ăна парнелеме сĕнетчĕç. Аслă классене çитсен вара лавккасенчен словарьсем, хамăра килĕшекен писательсемпе поэтсен хайлавĕсене туянаттăмăр. Сочинени е реферат çырмалла чухне, экзаменсем умĕн библиотекăран тухма та пĕлмен. Чăнах та, кĕнеке чи çывăх юлташчĕ. Вăл пире усалпа ырра, хурапа шурра уйăрма, чĕлхе илемне сисме, çавăн пекех черченкĕ пĕрремĕш туйăмсене упрама, йăнăшсем тăвасран асăрханма вĕрентнĕ. А. Артемьевăн "Салампи", Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" романĕсене, Ю. Скворцовăн "Хĕрлĕ мăкăнь" повеçне тата ыттисене те ăмăртмалла вулаттăмăр. К. Ивановăн "Нарспи" поэмине алăран та яман пуль! Хамăрăн та произведенисенчи сăнарсем пек пулас килетчĕ.

Паян вĕренекенсене кĕнеке тытса ларнине сайрарах тĕл пулатăн. Компьютер ĕмĕрĕнче пурăннăран ачасем хăйсене кирлĕ информацине интернет урлă шыраса тупма тăрăшаççĕ. Шкулти программăпа пыракан произведенисене çеç вулаççĕ. Вĕсем те пулсан кĕскетнĕ вариантсем кăна. Пĕр çыравçă хăйĕн мăнукне укçапа илĕртсе кĕнеке вулаттарнине илтсен чăннипех те тĕлĕннĕччĕ. Çитĕнекен ăру "чун апатĕнчен" писсе пырать иккен текен шухăш çуралчĕ.

Шкула çỹрекенсем хушшинче вулавăша пыракансем нумаййипе сахаллине пĕлес тесе районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсемпе сăмах пуçартăм.

_ Унчченхипе танлаштарсан, чăнах та, пирĕн пата килекен ачасен шучĕ чакнă. Анчах юлашки вăхăтра аслă классенче ăс пухакансем чăваш тата вырăс классикĕсен кĕнекисемпе интересленме пуçларĕç. Фонд пуян пулсан та _ 40 пине яхăн кĕнеке _ хăшĕ-пĕри çук. Вулакансен кăмăлне тупас тĕллевпе Шупашкартан вăхăтлăха илсе килетпĕр.

Вĕренекенсем библиотека сукмакне такăрлатчĕр тесех тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшатпăр. Паллă писательсемпе поэтсен юбилейĕсем чухне куравсем йĕркелетпĕр. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкула çỹрекенсене вĕсене чĕнетпĕр. Кĕçĕннисене конкурссене, вăйăсене хутăштаратпăр. Хăнара пулнă хыççăн хăшĕ-пĕри кĕнекепе те туслашать, _ терĕç вĕсем.

Интернет аван япала _ унта тем пирки те вуласа пĕлетĕн. Анчах унăн çитменлĕхĕ пур _ кирлĕ мар информаци те питĕ нумай. Çамрăксем ыррипе пĕрлех усаллине те ăша хывас хăрушлăх пысăк. Ашшĕ-амăшĕ пĕр вĕçĕм компьютер умĕнче лараймасть, çавăнпа та ачасем мĕн вуланине пĕлмесĕрех юлать. Хăть мĕн каласан та, пĕлỹ çăл куçĕ пĕрех кĕнеке пулмалла.

Ольга ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика