АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне усал тума сăлтав ан пултăр

29 июля 2015 г.

 "Килĕшỹ _ Турăран, харкашу _ усалтан"

Ваттисен каларăшĕ.

Паян çĕр çинче пур çĕрте те лăпкă та тăнăç пурнăç пулманни кашни çыннах пăшăрхантарать. Пĕр çĕрте вĕлереççĕ, тепринче сирпĕтеççĕ, виççĕмĕшĕнче хĕсĕрлеççĕ, хăратаççĕ... Лару-тăрăва хак пама та пĕлмелле мар. Тĕнче кисренет кăна темелле. Шел пулин те юлашки çулсенче тата ытларах сарăлнă терроризм, экстремизм... текен сăмахсене час-часах илтетпĕр, киревсĕр çак пулăмсен усал витĕмне, сиенне телекăларăмсенче те куратпăр.

Пурнăç тути-масине туйса курнă ватăсем ĕлĕкех килĕшỹ _ Турăран, харкашу _ усалтан, тенĕ. Телее, вуншар халăх представителĕ пурăнакан Чăваш Енре паянхи кун лăпкă темелле. Çакă паллах, республикăра терроризмран сыхланас тĕлĕшпе ĕçе мĕнле йĕркеленинчен те, ытти усал туртăмсене вăй илме паманнинчен те килет. Çакна та палăртса хăвармалла-тăр. Паян тĕнчери, кỹршĕ патшалăхсенчи, çĕршывăн хăшпĕр регионĕсенчи ĕç-пуçран никам та чатăр карса хăтăлса юласси иккĕленỹллĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе пире чăн малтанах инкек-синкекрен, усал-тĕселтен, пысăк пăтăрмахран сыхлакансем, пулăшакансем _ тĕрлĕ шайри йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, полици сотрудникĕсем.

Çак кунсенче районти "Авангард" хаçат редакцине ырă хыпар çитрĕ. Вăл çар хĕсметĕнчи салтак тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçлакан каччă пирки те, контрактпа служба ĕçне малалла тăсакан çар çынни пирки те мар. Пирĕн ентешĕмĕре, Сăкăт чăвашне, Шупашкарти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнчи ГИБДД инспекторне Александр Сулагаева (ỹкерчĕкре), ЧР ШĔМĕн ГИБДД управленийĕн начальникĕ Владимир Романовăн уйрăммăн саламлама тата служба вăхăтĕнчи паттăрла ĕçшĕн пысăк ушкăн умĕнче тав тума сăлтавĕ пысăк пулнă. Ятарлă батальон инспекторĕ ытти ĕçтешĕсемпе пĕрлех Крым республикине виçĕ уйăхлăха право йĕркине сыхлама кайнă. Ытти чухне те пакунлисем пĕр куçĕпе тĕлĕк курса тепринпе сыхă тăма хăнăхнă темелле-ха. Çирĕп йĕрке вĕсене кирек ăçта пулсан та кашни утăма шухăшласа пурнăçлама ыйтать. Александр Владимировича та Хура Тинĕс хĕрринчи командировкăра тăр кăнтăрлах терроризм сĕмлĕ преступникпа куçа-куçăн тăрса аллисене çурăм хыçне хума тивнĕ. Служба вăхăтĕнче вăл граната тытнă усал шухăшлă çынпа пĕччене-пĕччен темиçе минут çеç пулнă, çапах та тĕрĕс йышăну тунăран, пысăк хăрушлăха хăюллă инспектор вăхăтра сирсе янăран, умри çурт (вăл пысăк кантур пулнă) сирпĕнмен, çыннисем те сывă юлнă. Вăл шутра икĕ ача ашшĕ те. Мирлĕ вырăнтах сиксе тухнă пăтăрмах пирки акă мĕн пĕлтерчĕ пире ГИБДД сотрудникĕ:

_ ГАИ еннелле пĕр ỹсĕр арçын тайкаланса утать. Алли те юн ăшĕнче, хăй вара тĕлли-паллисĕр темĕн кăшкăрашать, ăнланма та çук. Чĕрере тỹрех иккĕ-ленỹ çуралчĕ. Нумай шухăшласа тăмасăр арçынна чартăм та лăпкăн çеç обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹреме юраманнине асăрхаттартăм. Мана хирĕç тăракан палламан çынна полицейски сăмахĕсем килĕшмерĕç курăнать. "Хочешь, гранату взорву",_ тет хайхискер. Чăркăшакан ỹсĕре каллех лăплантаратăп. Тен, чăнах та çак шухăшпа çỹрет вăл? "Ĕненместĕн-и? Сирĕн пеккисене эпир Таджикистанра пачкипе сирпĕтнĕ",_ хĕрсех пырать çакскер. Çак вăхăтра вăл чăнах та кĕсйинчен хут тĕркемĕпе граната туртса кăларчĕ. Çавăн чухне çеç чун сỹ-ỹ! туса кайнине туйрăм, мĕнпур вăя пуçтарса ăна парăнтарасси пирки шутларăм...

Çакнашкал хăрушă самантра кашни минучĕ çеç мар, секкунчĕ те пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Тактикăна тĕпе хурса инспектор халь-халь сирпĕнме пултаракан хатĕре преступникран туртса илнĕ те вăр-вар аллисене çурăм хыçне хурса сăнчăрланă. Начальникне васкавлăн шăнкăравланă хыççăн вара вĕсен хушăвĕпе малалла ĕçленĕ...

Саманан кирек хăш тапхăрĕнче те усал вăй ыррипе куçа-куçăн тухнă. Паян чăнах та пирĕн нумай нациллĕ Чăваш Енĕмĕрте пурăнакансем лăпкă та канлĕ ыйхăпа киленеççĕ пулин те, "измпа" вĕçленекен сăмахсене (терроризм, экстремизм, национализм...) массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем те час-часах усă курма пуçлани, çĕр çинче лăпкă пулманни шухăшлаттарать. Пирĕн вара пĕр-пĕрне усал тума нихăçан та сăлтав ан пултăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, ирçе, мăкшă... халăхĕ малашне те тăванлаштăр, пĕр-пĕрин тĕнне, йăли-мешехине хисеплесе пурăнтăр

. Терроризм сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртасси, вĕсенчен сыхланасси _ полицин тĕп тĕллевĕ. Çавна май пакунлисем чи малтанах профилактикăна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те.

Альбина ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика