29 июля 2015 г.
Çур çул каялла, тĕрĕсрех каласан, кăçалхи нарăс уйăхĕн 7-мĕш кунĕнче пулса иртнĕ пулăм Алманчă каччишĕн, Мускаври патшалăхăн пушара хирĕçле служба Академийĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренекен Алексей Карсаковшăн пурнăçра сиксе тухма пултаракан йывăр лару-тăруран чăтăмлăн та тỹсĕмлĕн, чи кирли вара _ çĕнтерỹпе тухма пултарнипе асра юлать тесе çирĕппĕнех каламалла.
Çав хĕллехи шăматкун ир-ирех вăл пĕр курс каярахри юлташĕпе Александрпа хула айккинче хăйсем пĕлỹ пухакан "Нагорное" вĕренỹ базинчен Мускав варринелле вырнаçнă спорт керменне кайма тухнă. Унта вĕсем тăтăшах пушар спорт тĕсĕсемпе туптанма тренировкăна кайса çỹреççĕ. Вакун пек пысăк иномарка автобусра туллиех халăх. Çулĕ капла инçе мар пек те, анчах чарăна-чарăна пынипе пайтах вăхăт иртет. Çамрăксем хăлхисене плеер наушникĕсене чиксе хураççĕ те çурма çутă салонти ларкăчсем çине вырнаçса ларса кăмăллă кĕвĕ итлеме тытăнаççĕ. Кун пек чухне тĕлĕрсе пыма те меллĕ. Кантăксем пăрпа хупланнă, чарăну тĕлĕнче палкаса кĕнĕ сивĕ юхăмĕ пĕр хушă варкăшса илет те ăшша туйса хỹрине пусарса лăпланать...
Çапла чип-чиперех пынă самантра автобусăн тормозĕсем хаяррăн çухăрнă сасă илтĕнсе каять. Темĕскер кĕрĕслетет, чỹрече кĕленчисем шапăртатса ванаççĕ. Транспорт хатĕрĕ тăрук чарăннипе пĕр ассăр ларса пыракан çынсем малалла ỹпĕнеççĕ. Салонта кăшкăрашни-çухăрашни илтĕнет. Алексейпе Александр та умри ларкăч хыçĕ çине пырса çапăнаççĕ. Доброе поселок тĕлĕнче автобус çул айккинче ларакан автомашина çине пырса кĕнĕ иккен ун чухне. Анчах ку каярахпа кăна паллă пулнă-ха. Ăна-кăна пĕлмен çамрăксем инкек сиксе тухнине туйса хăвăрттăн сиксе тăраççĕ. Саша нимех те ыраттарман. Алексей вара пит шăммине аванах лектернĕ. Автобусра шăв-шав хĕрсе пырать. Такам аллине хуçнă, пĕри пуçне те çурнă ахăр. Ыратнипе кăшкăрса пулăшу ыйтакансем те, ыттисен сехрисене хăпартакансем те пур. Курсантсем çиçĕмле хăвăртлăхпа шутласа илеççĕ: "Кун пек чухне хăвăртрах автобусран тухмалла _ хыпса кайĕ!". Пушарта вара вун-вун çын сиенленме пултарать. Анчах малти алăк аварине пула хирĕнсе ларнă _ уçăлмасть. Водитель хăй те аманнипе анранă-мĕн. "Апла-тăк хыçалти алăка уçмалла!". Саша унталла чупать. Пирĕн Алюш ентеш вара сехре хăпартакан пассажирсене салон тăрăх çỹресе май пур таран лăплантарма пикенет. Ку ун пек чухне питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлех сусăрланнисене пĕрремĕш пулăшу пама тытăнать: ура çине тăма ал парать, çăклесе тăратать. Акă, алăка та уçма май килет. Икĕ курсант суранланнă ватăпа вĕтте, пĕрлех шофера та автобусран кăларма пулăшаççĕ. Часах кунта "Васкавлă пулăшу" машини тата ГИБДД инспекторĕсем килсе çитеççĕ...
"Хисеплĕ Анатолий Васильевич тата Альбина Вениаминовна! Сирĕн ывăл Алексей Карсаков академири служба тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынипе, тĕслĕх- лĕ дисциплинăпа, спорт пурнăçне хастар хутшăннипе, ĕçчен пулнипе, пурнăçра активлă позици йышăннипе уйрăлса тăрать. Çакна вăл çул-йĕр çинче хăрушлăха лекнĕ автобусри пассажирсене кăларнă чухне ăслă пуçару кăтартса пулăшу пани те çи- рĕплетет. Сире çакăн пек ывăл çитĕнтерсе воспитани панăшăн чун-чĕререн тав тăватăп",_ вулатăп Алманчăра пурăнакан ашшĕ-амăш патне Академи начальникĕ Ш. Дагиров шалти службăн генерал-полковникĕ ятарласа çырнă çырура.
_Алюш Карсаковăн çакăн пек паттăрлăхĕпе, эпĕ ăна çаплах каласшăн, ним чухлĕ те тĕлĕнместĕп, Вăл хăйне урăхла тытма та пултарайман,_ пĕлтерет шухăшне Алманчăри вăтам шкулăн физрукĕ, пĕрлех районти "Паттăр" ФСК хỹттинчи ачасемпе çамрăксен шкулĕн тренерĕ Николай Валерьевич Зимин. _ Алюш ачаранах чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕхе вĕренсе ỹсрĕ. Пĕчĕклех йĕлтĕрпе, çуран чупассипе, алă вăй виçессипе ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Çиччĕмĕш класра вăл ман пата йывăр атлетика секцине çỹреме пикенчĕ. Алюш кире пуканĕ нумай йăтнă иккен. Килте унăн штанга та пур. Ăна ашшĕ кайран шкулах килсе парнелерĕ. Тăххăрмĕш-вуннăмĕш классенче штангăпа çине тăрсах аппаланма пикенчĕ, спортзалта та, килте те тăрăшсах тренировкăсем тăватчĕ. Каникул вăхăтĕнче ахаль тăмастчĕ. Çапла пĕчĕккĕн районти ăмăртусене хутшăнма пуçларăмăр. Алюш нихăçан та малти вырăнсене йышăнмасăр таврăнман. Пĕринче Çĕмĕрле хулине кайса каччăсен республикăри чемпионатне хутшăнтăмăр. Кунта Алексей, шкул ачи кăна пулсан та, пĕрремĕш разряд нормине тултарма пултарчĕ. Ахăртнех, кун пек тĕслĕх районта та пĕрремĕш хут çеç. Тепринче тата Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин пĕрлештарнĕ командин йышĕнче Раççей чемпионатне хутшăнчĕ. Ку хăйех мĕн тери пысăк чыс! Халь вăл ытларах пушар спорчĕпе интересленет. Анчах, хăй каланă тăрăх, унăн чунĕнче халĕ те штанга. Эпĕ çакăншăн питĕ хĕпĕртетĕп".
Сăмах май каласан, Н. Зимин 2011-2014 çулсенче Чăваш Республикин чи лайăх тренерĕ шутланнă. Халĕ те çав шайран чакман вăл: унăн воспитанникĕсем Европăри ăмăртусене пĕрре кăна мар хутшăннă, çĕнтерсе таврăннă.
Алексей ашшĕ Анатолий Васильевич хăй те вăхăтĕнче йывăр кире пуканĕсемпе штанга йăтнă, колхоз паттăрĕ пулнă, акатуйсенче пысăк парнесем илнĕ. Халăхра та сумĕ пысăк унăн. Вăл мĕн ачаранах тăван колхозра вăй хунă: фермăра, уй-хирте, строительствăра... Салтака кайса килнĕ хыççăн вара вăтăр çул водительте ĕçленĕ.Иртнĕ уйăхра Алманчă шкулĕн хуçалăх заведующийĕ утмăл çулхи юбилейне паллă турĕ. Мăшăрĕ, Альбина Вениаминовна, виçĕ теçетке çул ытла ĕнтĕ ялти фельдшер пунктĕнче медсестрара тăрăшать. Ялти хисеплĕ çемье мматтур ывăл çитĕнтернипе мухтанма та пултарать.
Алманчă каччишĕн, Мускаври патшалăх Академийĕн иккĕмĕш курс студенчĕшĕн, Алексей Карсаковшăн, çак кун ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)