АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аксакал ăшă сăмаха тивĕçех

01 августа 2015 г.

 РАЙОНТА вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, тыл хастарĕсене пысăк юбилейпе саламласси, вĕсене Раççей Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысласси малалла пырать.

Виçĕмкун район администрацийĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕн тата Шăнкăртам ял тăрăх представителĕсем çак сăлтавпа Кзыл Камышри вăрçă участникĕ, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ Семигулла Шамбазов килĕнче пулса аксакала пысăк юбилейпе, тăхăрвунă çул тултарнă ятпа саламланă.

Семигулла Камалетдиновичăн яшлăхĕнче те хаяр вăрçă тарăн йĕрсем хăварнă. Çавна пулах пĕлĕвне те малалла тăсайман, фронта тухса кайнă. Яла таврăннă хыççăн тỹрех ыттисемпе юнашар юхăннă хуçалăха ура çине тăратас тесе тимленĕ. Пурнăç пăрнăçĕнчи лару-тăру ăна Туркменистана та ĕçлеме илсе çитернĕ. Гидростройра вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, рабочирен цех начальникне çити ỹснĕ.

Семигулла абый паян ачисемпе çеç мар, мăнукĕсемпе тата мăнукĕн ачисемпе те савăнса пурăнать, хăйĕн пек ватăсене патшалăх тимлĕх уйăрнăшăн тав тăвать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика