01 августа 2015 г.
ХĔВЕЛ ури кĕр еннелле туртăнать пулин те, юлашки кунсенче аванах шăрăх тăчĕ. Çанталăка сăнакансем çывăх вăхăтра çине-çинех çумăрлă кунсем шантараççĕ пулин те, шыва кĕмелли сезоншăн "шлагбаум" лартман-ха. Çавăнпа та тепĕр хут асăрхаттаратпăр: пĕччен е ушкăнпа шыва кĕме каякансен мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла, ỹсĕрле е çăмăлттайланнă чухне çеç тинĕс чĕркуççи таран пулнине манмалла мар. Инкек тени пĕрре çеç пулать. Ишме пĕлменнисен вара тарăн шыва кĕме теветкелениччен Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексне кайса бассейнра инструкторсемпе юнашар хăнăхмалла. Унта пысăкки те, пĕчĕкки те пур _ чăмпăлтат кăна!
Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Шыва кĕмелли тапхăрта çулсеренех синкерлĕ инкексем пулсах тăраççĕ. Кăçал та республикипе çакнашкал вăтăра яхăн тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенче иртнĕ çулхипе танлаштарсан икĕ хут ытла çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутра пирĕн районта та вăтăртан иртнĕ арçын шыв мăшкăлĕ пулнă, путса вилнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)