АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налук тытăмĕнчи улшăнусене пĕлес килет-и?

01 августа 2015 г.

КУЧУХНЕ кирек мĕнле отрасльте те çĕнĕ улшăнусем пулсах тăраççĕ. Ара, ăна та ăнланмалла: пурнăç условийĕ яланах çĕнелсе пырать-çке. Налук системин тытăмĕнче те час-часах тĕрлĕрен улшăну. Налук тỹлекенсен е унпа ĕçлекенсен вĕсене йĕрлесе, сăнаса ĕлкĕрме те çăмăл мар. Раççей налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ налук инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта та Налук законодательстви чылай улшăннă. Çавăнпа та районти инспекци налукçăсемпе августăн 6-мĕшĕнче ятарласа семинар ирттерме тĕллев тытнă та. Вăл районти налук инспекцийĕн акт залĕнче вунă сехетре пуçланать. Шăпах çавăн чухне эсир хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене те татса пама пултаратăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика