01 августа 2015 г.
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев ячĕпе РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Павел Астаховран тав çырăвĕ çитнĕ.
"День знаний в Новороссию!" ыр кăмăллăх акцине хутшăнса пысăк пулăшу панăшăн, Донецк тата Луганск республикисенче вĕренекен ачасем валли сирĕн регион шкул хатĕрĕсене пуçтарса гуманитари тиевне хастарлăхпа йĕркеленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп,_ тенĕ телеграммăра._ Акци вăхăтĕнче пуçтарнă тиев ( 250 тонна ытла) Раççей МЧСĕн 34-мĕш гуманитари колоннипе çак кунсенче Донецка тата Луганска çитмелле".
Ыр кăмăллăх акцийĕ кăçал пĕрремĕш класа каякан 23 пин ачана шкул партти хушшине ларма пулăшĕ. Акцине министерствăсемпе ведомствăсем, предприяти, учреждени коллективĕсем, республикăра пурăнакансем хастар хутшăннă, 800 пин ытла тенкĕлĕх шкул хатĕрĕсемпе спорт тумĕсене туяннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)