01 августа 2015 г.
Транспорт аталанăвĕ тата пассажирсене транспортпа илсе çỹрессин пахалăхĕ
Хальхинче Шупашкарти аэропортри, Чăвашавтотрансăн Шупашкарти пассажирсен авторанспорт предприятийĕнчи тата Шупашкарти троллейбус управленийĕнчи репортажĕсем республикăри виçĕ массăллă информаци хатĕрĕсен _ "Советская Чувашия" хаçатăн, ГТРК "Чувашия" тата Чăваш Енĕн Наци телерадиокомпанин çĕнĕ медиапроектăн тема тăсăмĕ шутланать. Пурнăç пысăк хăвăртлăхпа пырать Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьевпа Шупашкар _ Мускав авиарейс çине васкатпăр. Вĕçеве "РусЛайн" компани пурнăçлать. Паян Чăваш Республикин тĕп хулинчи сывлăш гаванĕнчен Мускава çеç мар, Санкт-Петербурга та, Уфана та, Самарăна тата Турцинчи Анталине çитме май пур.
Пурнăçра чи пысăк хăвăртлăхпа вĕçекен транспорта кăмăллакансен йышĕ ỹссех пырать. Шупашкарти аэропорт директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Никитин каланă тăрăх, иртнĕ çул 3 пин те 803 рейса вĕçеве кăларнă, кĕтсе илнĕ, мĕн пурĕ 58 пин пассажир ыйтăвне пурнăçланă. Çапах та рентабельлĕхе ỹстерес тесен вĕçевĕн географи анлăшне пысăклатса кăтартăва икĕ хут ỹстермелле.
Пассажирсем кĕтекен вырăнта лăк тулли çын. Михаил Васильевич çамрăк хĕрача самолетпа епле час-час вĕçнипе кăсăкланать. "Мускава _ кашни эрнере" _ хуравлать вăл. Пысăк хулара унăн бизнес, ыйтусене кая юлмасăр татса пама тивет-мĕн.
_ Билетсене мĕнле туянатăр? Интернет урлă-и?
_ Паллах. Ун пек меллĕ те, вăхăта та перекетлеме пулать.
Калаçăва хутшăннă Татьяна Журавлева ывăлĕпе самолетпа Мускав урлă килне вĕçет-мĕн. Унăн вара Хабаровска çитмелле. Аякри хăнасем Шупашкар капăрлăхĕнчен, тарават та кăмăллă халăхĕнчен, вĕсен наци тумтирĕнчен тĕлĕннĕ. Чăвашсем пурăнакан ялсем кăмăла кайнине те палăртнă хĕрарăм: газ, асфальт çул... Хабаровск крайĕнче кун пек ырлăх çук иккен.
Михаил Васильевич калаçăва малалла тăсса малашлăхри вăрттăнлăхпа _ агротуризма аталантарассипе _ паллаштарнă. Ун чухне хăнасем ятарлă йывăç çуртсене вырнаçĕç, наци культурине вара йăлара çеç мар, менюра та курĕç. Паллах, туристсем самолетпа вĕçсе килĕç. Аэропорта малалла аталантарасах пулать.
"СЧ" корреспонденчĕпе калаçнă май, Михаил Васильевич 2011 çулта правительство панкрута тухнă "Чăваш авиалинийĕнчен" аэропорт комплексне каялла тỹлесе илнине пĕлтернĕ. Паян аэропорт республика бюджечĕн укçи-тенкипе пурăнать. Хаклă çăмăллăх, çапах та инвестицисене республикăна кĕртес тесен сывлăш гаванĕсĕр те май çук.
2012 çултанпа пассажирсен шучĕ икĕ хут ỹснĕ. Самолетсен вĕçсе хăпарса анса лармалли полоса пысăк пахалăхлă, Ил_76 тата Боинг _737 йышшисене те йышăнать. Ытти условисем те тивĕçтереççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ коллектив Европа чемпионатне хутшăннă спортсменсене питĕ ăнăçлă та кăмăллă кĕтсе илнĕ. Çав вăхăтрах аэровокзалăн тĕп зданине тĕплĕн реконструкцилемелле. Михаил Игнатьевăн тĕп тĕллевĕ _ пассажирсен юхăмне çулталăкне çĕр пине çитересси. Ун чухне вара республика бюджечĕн тăкакĕ те сахалланĕ.
Солярка вырăнне _ шурлăх газĕ
Шупашкарти пассажирсен автотранспорт предприятийĕнче Домодедовăна çул тытнă лайнера сăнатпăр. Михаил Игнатьева республикăри "Чувашавтотранс" патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорĕ Евгений Мореплавцев тата ПАТП директорĕ Анатолий Димитриев кĕтсе илнĕ хыççăн федераллă программăпа килĕшỹллĕн тин çеç илнĕ пилĕк çĕнĕ автобуспа паллаштараççĕ. Вĕсем пурте çут çанталăк газĕпе ĕçлеççĕ. Ку ĕçре Михаил Игнатьевăн тивлечĕ пысăк. Çавăнпа та ăна хисеплĕ тивĕçе _ чи лайăх водительсене автобуссен çăра уççисене парнелессине _ пурнăçлама ыйтнă.
Телейлисем хушшинче хĕрарăм та пур. Анастасия Николаева çичĕ хĕрарăм-водительсенчен пĕри. Çĕнĕ автобус уççине алла илнĕ Сергей Садков вара Йошкар-Олари патшалăх автотранспорт предприятийĕсем хупăннă хыççăн кунта ĕçлеме пикеннĕ.
Михаил Игнатьев çакнашкалли пирĕн республикăра ан пултăр тесе мĕн пур майсене усă курассине пĕлтернĕ. Çут çанталăк газне усă курни те предприяти расхучĕсене чакарма пулăшĕ. Шурлăх газĕ (метан) кашни автобусран çулталăкне 400 пин тенкĕ перекетлеме май парĕ. Паян вара çакнашкал топливăпа ĕçлекен 42 автобус. Хальхи вăхăтра çут çанталăк газĕн заправки Шупашкарта пĕрре çеç. Малашлăхри 2 _ 3 çулта Чăваш Ен Газпромпа тунă килĕшỹпе Çĕнĕ Шупашкарпа Канашра та çĕнĕ заправкăсем уçăлмалла. Михаил Игнатьев хăй те предприяти работникĕсем умĕнче çĕнĕ автобуспа çỹресе пăхма хирĕçлемен. Конкурсра вара професси ăстисем руле питĕ ăста та маçтăр тытса пынине пăхма тата кăсăклă пулнă. Унта "ас" шутланакан вун икĕ водитель хутшăннă. Шăпах вĕсем Михаил Игнатьевпа пассажирсене автобуспа турттарнă чухне тĕл пулакан проблемăсене хускатнă. Предприяти тупăшĕ çине чăн малтанах социаллă çăмăллăхсемпе усă куракансем витĕм кỹреççĕ. Уйрăм хуçасем, таксистсем йышланса кайни те конкурент çуратать. Чылай чухне тата вĕсем çул-йĕр правилисене те пăхăнмаççĕ.
Каярахпа Михаил Игнатьев Шупашкарти ПАТП юсав цехĕпе паллашнă. Кунта автомашинăсен юсавлăхне сăнасах тăраççĕ. Пурте çирĕп тĕрĕслевре.
Электричество энергийĕ тата социаллă пĕлтерĕш
"Чебоксарское троллейбусное управление" предприяти директорĕ Александр Каныгин Михаил Игнатьевпа экскурси ирттернĕ хыççăн акă мĕнле пĕтĕмлетỹ тунă. Юлашки виçĕ çулта предприяти паркне 12 çĕнĕ машина хушăннă. Пĕрлештернĕ бюджета вăл 42 миллион та 100 пин тенке кайса ларнă. Машинăсем маларахрисенчен меллĕ те, шанчăклă та. Управленинче техникăна тытма пĕлни те курăнать. Михаил Игнатьева та хăйсен специалисчĕсем тĕпрен юсанă унчченхи троллейбуса кăтартнă.
Тĕл пулнипе усă курса Михаил Васильевич социаллă проблемăсем пирки те чарăнса тăнă. Юлашки çулсенчи çитĕнỹсенчен пĕри _ республикăра демографи лару-тăрăвĕ ỹсни. Ача сачĕсенчи вырăн пирки проблемăна татнă тесен те юрать. Çитес çултан республикăра вăтам шкулсем тăвас тĕлĕшпе программа ĕçлеме пикенĕ. Тепĕр ырă хыпар _ Чăваш Енте çынсен вăтам ĕмĕрĕ ỹсни. Вăл паянхи кун 71 çулпа танлашать. Кăна чăн малтанах сывлăх сыхлавĕн ĕçне лайăхлатнипе, çынсене физкультурăпа спорта явăçтарнипе, сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пынипе çыхăнтармалла.
Республика ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан çавăн пекех çĕнĕ çулсем тăвас, киввисене анлăлатас ĕç мĕнле пулса пыни çинче те чарăнса тăнă. Иртнĕ çул çак тĕллевпе 843 миллион тенкĕ укçа кайнă. Кăçал вара ку сумма тата ытларах _ виçĕ миллиард та 843 миллион тенкĕ.
Михаил Игнатьев Александр Каныгинпа журналистсен ỹкерекен ушкăнне пĕрремĕш маршрутлă троллейбусăн çулĕпе ларса кайма сĕннĕ. Çакă, вăл калашле, обществăри лару-тăрăва хак памалли чи лайăх барометр. Пассажирсен калаçăвĕнчен вара электричество вăйĕпе ĕçлекен транспорта ỹпкев çукки палăрнă. Ун вырăнне вĕсем эмел, коммуналлă çăмăллăхсен тата ыттисен хакĕсем ỹсни пирки пăшăрханса калаçнă.
Чарăну вăхăтĕнче Михаил Игнатьев Ирина Илугина троллейбус водителĕпе калаçу пуçарнă. Техникăна вăл пĕр тикĕс те меллĕн чуптарни те килĕшнĕ ăна. Водитель те парăмра юлман, мĕн пур ĕçтешĕсен ячĕпе хулари çулсене вăхăтра тирпейлесе тăнăшăн, тăкăрлăксене, кирлĕ вырăнсенче светофорсем лартнăшăн тав тунă. Çул çỹрев вăхăтĕнче маршруткăсем çине-çине капланса çула пỹлсе хуни те куç умĕнчех пулнă, çирĕпленнĕ. Лару-тăрăва тирпейлеме, ыйтăва татса пама Михаил Игнатьев администраци главине Алексей Ладыкова тата унăн çумĕсене ыйтнă. "Машинăсемпе тулнă урамра ĕç пỹлĕмĕнчи чỹречинчен курнипе танлаштарсан, проблемăсем ытларах курăнаççĕ",_ тенĕ вăл.
Шупашкарти ПАТПра 276 единица техника; Предприяти 162 маршрута тивĕçтерет: хуларисем _ 23, хула çумĕнчисем _ 98, облаçсем хушшинчисем _ 18; Мĕн пурĕ 367 водитель,147 кондуктор, 98 инженерла-техникла работник. Шупашкарти троллейбус управленийĕн паркĕнче 267 единица машина. Вĕсем 19 маршрутпа çула тухаççĕ. Кунне 180 пин пассажира турттараççĕ.
Социаллă çăмăллăхпа усă куракан граждансен 83 проценчĕ троллейбуспа çула тухма кăмăллать.
(Материала хатĕрлеме "Советская Чувашия" хаçатпа усă курнă)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)