АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен хыпарĕсем

01 августа 2015 г.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунта вăл ахальтен çитмен. Обществăн хăш-пĕр деятелĕ, вăл шутра ЧР Патшалăх Канашĕн темиçе депутачĕ, çак кунсенче 50-мĕш цехра производство чарăнса тăнă, унта вăй хунă çынсене ĕçрен кăларнă, техника сăлтавне пула цех сывлăша сирпĕнме пултарать текен сас-хура сарнă.

Михаил Игнатьев цехра ĕçлекенсенчен ĕç условине, хăрушсăрлăх йĕркине, ĕçшĕн еплерех хавхалантарнине ыйтса пĕлсе тишкернĕ, рабочисемпе инженерсем яланхи пекех вăй хунине курнă, инкек таврашне асăрхаман. Пĕтĕмĕшле илсен пурте йĕркеллĕ пулнине, ятарлă служба ĕçлекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтернине каланă.

Июлĕн 28-мĕшĕнче вăл Германинчен килнĕ партнерсемпе пĕрле Шупашкарти "Каскад" предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, пĕрлехи проектсем пирки калаçу пуçарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă, Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕ Кирилл визитпа килнĕ май канашлу ирттернĕ.

Августăн 1-мĕшĕнче Святейший Патриарх Пукрав тата Татиана чиркĕвĕнче кĕлĕ ирттерет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика