01 августа 2015 г.
Куллен усă куракан апат-çимĕç хакĕсене июлĕн 21-27-мĕшĕсенче пăхса тухнă хыççăн çакă паллă: Республикăра помидор хакĕ вăтамран _ 5,4 процент, тăвар _ 2,6, тасатнă рис _ 2,3, пан улми 2,1 процент чухлĕ хакланнă. Çав вăхăтрах çĕр улми _ 8,6 процент, пуçлă сухан _ 7,4, купăста _ 5,9, пысăк пахалăхлă çăнăхран хатĕрленĕ макарон _ 2,2, çу хисепĕ 2,5-3,2 процентлă сĕт 1,9 процент йỹнелнĕ.
Пассажир транспорчĕпе çỹренĕшĕн тỹлемелли хак çавах юлнă.
Районти лавккасенче, иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, хаксенче улшăнусем ытлашшиех çук. Çĕр улмине _ 26,6 тенкĕпе, сухана _ 26,6, купăстана _ 14,6, пысăк пахалăхлă макарона _ 26,8, çу хисепĕ 2,5-3,2 процентлă сĕте 34,6 тенкĕпе туянма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)