01 августа 2015 г.
Çуллан юлашки уйăхне те кĕтĕмĕр. Сисмесĕрех сивĕ кунсем те çитĕç. Унччен вара фермăсене юсас, дезинфекцилес ĕçе вĕçлемелле.
Ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем витесене хĕле кĕтсе илме мĕнле хатĕрленине тĕрĕслес, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине ỹстерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн Н. Глуховăн постановленийĕпе килĕшỹллĕн, сентябрĕн 14-19-мĕшĕсенче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков ертсе пыракан комисси кашни фермăнах çитĕ. Комисси членĕсем выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене пăхĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)