АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ министерство представителĕсем

01 августа 2015 г.

 Июлĕн 29-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н. Якимов пулнă. Николай Петрович район администраци пуçлăхĕпе Николай Глуховпа Шăнкăртамри "Хĕвел анăç" микрорайона хăтлăх кĕртессипе ĕçлесси мĕнле пынипе паллашнă. Çавăн пекех "Исток" агрофирмăра 200 ĕне вырнаçмалăх витене тунă çĕре çитсе курнă. Унтан хăна вырма ыйтăвĕпе кăсăкланнă. Çĕр ĕç фирмин тата "Красное знамя" хуçалăхăн куккурус, сахăр кăшманĕн уйĕсенче, йĕтемсенче пулнă.

_ Патăрьел районĕнче хура тăпра, таса хирсем, çыннисем те кăмăллă... Кунта чăннипех те пысăк тухăç илме майсем пур, _ тесе палăртнă Н. Якимов район пурнăçĕпе паллашнă хыççăн.

Çак эрнерех Юхмапа Пăла тăрăхне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн сыхлав тата ĕç условине эспертиза паракан пай начальникĕ К. Милюхин тата Чăваш Республикинчи Патшалăх комитечĕн гражданла оборона ĕçĕн тата чрезвычайлă лару-тăрăвĕн председателĕ Вениамин Петров та пулнă, район пурнăçĕпе паллашнă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика