АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стартра _ ветерансем

01 августа 2015 г.

Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе ветерансем хушшинче хулан уçă ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта пирĕн район шур сухалĕсем те хутшăнма кăмăл турĕç. 800 метрлă дистанцире Кĕçĕн Арапуçĕнчи 64 çулхи Н. Григорьев тупăшăва хутшăнма хапăл турĕ. Николай Георгиевич 60-64 çулхисемпе старта тăчĕ, Шупашкар хулинчи тата республикăри ытти районсенчен килнĕ 16 спортсмен хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илсе хаклă парнене тата диплома тивĕçрĕ.

Н. Григорьев ялти хисеплĕ çын. Ял пурнăçĕнче яланах хастарлăх кăтартать. Спортпа туслă, çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать. Ялти ытти хастарсемпе хутшăнса тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ йĕркелеме пулăшать, хăй те тупăшать.

Тата тепĕр шурсухал чăн-чăн спорт фаначĕ _ Туçара пурăнакан В. Салмин. Валерий Иванович çинчен те каламалли нумай. Кăçал Андриян Григорьевич Николаев çуралнă кунне халалланă ăмăртура 25 çухрăма та çăмăллăнах парăнтарчĕ.

Хулан уçă чемпионатне В. Салмин та хутшăнчĕ, пысăк çитĕнỹ турĕ. Хастар 70-74 çулхи спортсменсем хушшинче 400 тата 1500 метра чупса финиша иккĕмĕш кĕчĕ.

Н. ПАЙМУЛЛИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика