01 августа 2015 г.
Çĕр ĕçченĕшĕн яваплă та хĕрỹ тапхăр _ вырма тата выльăх апатне хатĕрлесси _ пуçланчĕ. Ял халăхĕ халь ырми-канми ĕçлет. Анчах та пушара пула пурте харама кайма пултарать. Çавăнпа та çĕнĕ тухăç кĕлете тăкаксăр кĕтĕр, сĕтел çинче яланах çăкăр пултăр тесен инкек-синкекрен сыхланмалла, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.
Утта управа хунă чухне ĕçе пĕлсе йĕркелемелле тата юсавлă техникăпа çеç усă курмалла. Шăрăх та типĕ çанталăкра вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, çунса пĕтмен кăвайт, сỹнтермен шăрпăк пĕрчипе пирус тĕпĕ, çĕр çине тăкăннă çунтармалли-сĕрмелли материал инкек патне илсе пырать. Яваплă тапхăра хутшăнакан кашни çынпа организаци ертỹçисен пушар хăрушсăрлăхĕ пирки инструктаж ирттермелле. Комбайнсене, тракторсене вут-çулăма сỹнтермелли хатĕрсемпе (2 огнетушительпе, 2 кĕреçепе) тивĕçтересси пирки те манмалла мар. Типĕ курăкран тасатнă, çунакан çỹп-çапран инçерех, йĕри-тавра 4 метр таран сухаланă, йĕтемрен, утă-улăм урисенчен, хуралтăсенчен 100 метр аякрах хатĕрленĕ ятарлă лаптăкра çеç техникăна çунтармалли-сĕрмелли материал ямалла. Утă упранакан вырăна тасатмалла, çавăн пекех вăл шыв çывăхнерех вырнаçсан аван. Ура тунă вырăнти тăпрана йĕри-тавра 4 метр таран сухаламалла. Купасем электролинисенчен 15 метр, çултан _ 20, çуртсенчен 50 метр аяккарах пулмалла. Хирте хăмăлсене çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть.
Юсавсăр, капочĕсене уçса çỹрекен тракторсемпе машинăсем те пушар сăлтавĕсенчен пĕрисем. Çĕмĕрĕлнисене пĕр тăхтамасăр юсама мастерскойне илсе каймалла. Çулăма сỹнтерекен техника яланах ĕçлекенсен çывăхĕнче лармалла.
Вут час-часах ачасем утă-улăм çывăхĕнче, картишĕнче шăрпăкпа вылянипе те тухать. Шкулта, ача сачĕсенче ĕçлекенсен, ашшĕ-амăшĕн пушар пирки тĕплĕн ăнлантарса памалла, экстремаллă тĕслĕхсенче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле.
Сыхланакана турă та сыхлать, теççĕ. Хамăр тимлĕрех пулсан çеç инкекрен пăрăнса иртетпĕр. Çулăма асăрхасанах "01" е "112" номерсемпе шăнкăравлăр.
В. Давыдов, районти пушар надзорĕн дознавателĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)