01 августа 2015 г.
Первомайскинчи вăтам шкултан 9 класс вĕренсе тухнă Н. Шайдуковăн спорт çитĕнĕвĕсемпе савăнмалăх пур. Кăçал вăл ялти, Каншелĕнчи уявсенче ирĕклĕ майпа кĕрешсе такасем çĕнсе илчĕ.
Пултарулăхне кура Коля республикăн пĕрлештернĕ командине те кĕчĕ. Çак утăм патне çитме ăна Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Гаврилов генерал ячĕпе пулнă Пĕтĕм Раççейри ăмăртура çĕнтерни те пулăшрĕ. Çавăн пекех çамрăк Оренбургри ăмăртуран та çĕнтерỹпе таврăнса савăнтарчĕ. Чăваш Еншĕн пынă тупăшура та пĕрремĕш вырăнта Первомайски каччи.
Кĕрешỹçĕ А. Клементьев патĕнче тренировкăсене çỹрет. Пĕрлех унăн юлташĕсен курăмлă кăтартăвĕсене те палăртмалла. Д. Клементьев, акă, пĕр тăван Лапшинсен ячĕпе ирттернĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Н. Мылов _ республика призерĕ. В. Храмов унта хăйĕн виçе категорийĕнче каллех пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. М. Молочниковăн кăтартăвĕсем те лайăх.
А. Иванова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)