АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă хăвачĕпе пурăнар

05 августа 2015 г.

Августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Енте пулчĕ

Августăн 1-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл каçхи ултă сехет çурă иртсен Чăваш Ене вертолетпа вĕçсе çитнĕ.

Аэропортра Вырăс Православи Чиркĕвĕн Предстоятельне Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ.

Святейший Патриарх журналистсене хăй пирĕн пата ырă кăмăл туйăмсемпе çитнине пĕлтернĕ: "Пуçласа Шупашкарта 1969 çулта пулнă. Пĕлетĕп, Чăваш Енпе Шупашкар хули унтанпа кулленхи пурнăçа хăтлăлатас тата чиркĕве аталантарас тĕлĕшпе пысăк çул-йĕр утса тухнă. Манăн вĕсемпе паллашас килет, халăхпа пĕрле кĕл тăвас, таса вырăнсене çитес шухăшсем пур. Чăваш Енре пурăнакансене пил парса Турă ырлăхĕ пурин патне те çитмелле пултăр тесшĕн",_ палăртнă Святейший Патриарх Кирилл.

Шупашкарти Пукрав тата Татиана соборĕнче

Пукрав тата Унăн Святейшестви ĕненекенсене вĕрентсе каланă сăмаха итлеме чиркỹ тулли халăх пухăннă. Хăйĕн салам сăмахĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава республикăра пурăнакансем Кирилл Святейший Патриарх килессе еплерех тĕмсĕлсе кĕтни, çакăншăн кĕл туни пирки каланă.

Святейший Владыка Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна чăваш кафедринче нумай çул пурнăçласа пынă ĕçсемшĕн тав тунă. Çавăн пекех вырăс православи чиркĕвĕн Предстоятелĕ Михаил Игнатьева Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланăшăн тав туса çапла каланă: "Эсир чиркỹ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Чи пĕлтерĕшли _ пĕтĕм чун-чĕререн тăван халăх ырлăхĕшĕн ĕçлетĕр. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Çак тивлетлĕ çĕр çинчи тĕп халăх чечекленсе пурăнтăр тесе чиркỹпе патшалăх влаçĕ малашне те пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе ĕçлеччĕр".

Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта Августăн 2-мĕшĕнче _ Аллăмĕш кун уявланă хыççăнхи 9-мĕш вырсарникун, святой Илия пророка асăнса уявланă кун _ Святейший Владыка Апостолпа тан Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта Литурги тунă. Ĕненекенсемпе пĕрле Литургие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăннă. Аслă кĕлĕ хыççăн Туррăн таса ỹчĕпе Таса Юнне сыпакансем йышлă пулнă. Çĕнĕ Шупашкарти тĕп чиркỹре таса пурăнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта собор лартас тĕлĕшпе пысăк пулăшу кỹнĕшĕн Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл указĕпе килĕшỹллĕн уйрăм хастарсене вырăс православи Чиркĕвĕн Таса пурнăçлă Сергий Радонежскийăн III степеньлĕ орденне панă. Ĕмĕрлĕх çулăм умне _ чечексем

Августăн 2-мĕшĕнче, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Чăваш Ене пĕрремĕш ĕçлĕ визитпа килнĕ май, Шупашкари Çĕнтерỹ Паркĕн чи Ĕмĕрлĕх çулăм умне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа, вăрçă ветеранĕсемпе тата ытти хăнасемпе чечексем хунă. Ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса панихида ирттернĕ.

_ Çĕршывăн регионĕсенче пулнă май, пур çĕрте те Çĕнтерỹ ячĕпе тата вăрçăра вилнисене асăнса лартнă монументсем умне, тăванлăх масарĕсене чечексем хума тăрăшатăп.

Хальхи ăрăвăн çĕршывшăн пурнăçĕсене панисене асра тытмалла. Хăйĕн юлташĕшĕн пурнăçне, чунне пама хатĕр юратуран пысăкраххи урăх нимĕн те çук. Ку сăмахсем Хăй Турăран. Атакăна çĕкленнĕ, вилĕме хирĕç кайнă чухне этемлĕхĕн туйăмлăхĕ çĕр çумне лапчăнма хушать, анчах ăна Аслă Тĕрĕслĕх ура çине тăратать... _ тенĕ Святейший Патриарх Кирилл церемоние хутшăнакансем умĕнче сăмах илнĕ май.

Чиркỹ никĕсне капсула хывнă

Святейший Патриарх Кирилл Шупашкарти Калинин урамĕнче Преподобный Сергий Радонежский ячĕллĕ Пысăк Собор храмне тума пуçланă çĕрте пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа, Шупашкар

_ Чăваш Ен Епархийĕн управляющийĕпе тата ытти паллă çынсемпе капсула хунă. Çакăнпа Патриархăн Чăваш Республикинчи ĕçлĕ визичĕ вĕçленнĕ.

_ Патриарх пирĕн пата килни _ Чăваш Ен историйĕн ылтăн страници. Эпир республикăри çынсен хăтлăхĕшĕн духовенствăпа тĕнпе çыхăнман пурнăçа çирĕплетме хушма вăй пачĕ, _ тенĕ Михаил Игнатьев.

Кĕске справка

Владимир Гундяев, пулас Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл 1946 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. Ашшĕ священник, амăшĕ нимĕç чĕлхипе вĕрентекен учительница пулнă. Унăн çемйи тĕнпе тачă çыхăннă. Аслашшĕне чиркỹ ĕçĕ-хĕлĕшĕн темиçе хутчен те ссылкăна ăсатнă. Пиччĕшĕ Питĕрти соборсенчен пĕринче настоятельте службăра тăнă, йăмăкĕ православи гимназийĕн директорĕнче ĕçленĕ.

Чиркỹ ĕçне кỹлĕниччен 1962 çулта Ленинградри геологи экспедицине техник-картографа вырнаçнă. Виçĕ çултан тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн Ленинградри тĕн академинче пĕлĕвне малалла тăснă.

1969 çулта Владимир манаха тухнă, Кирилл ят илнĕ. 1971 çулта Кирилл иеромонаха архимандрит санне панă.

20 çул хушшинче архимандрит митрополита çитнĕ. Сăваплă Синод комиссийĕн председателĕ пулнă, Мускаври тĕн академийĕнче вĕрентнĕ.

1995 çулта Кирилл митрополит РФ правительствипе тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннă. Ăна темиçе хутчен те консультаци органĕсен членне суйланă. 2008 çулта II Алексий Патриарх вилнĕ. Патриарший Местоблюститель должноçне митрополита шанса панă. 2009 çулта 75 процент сасă пухса Мускав тата Руç Патриархне суйланă.

Чăваш Енре _ нумай нациллĕ республикăра _ пурăнакансене Турă сăмахне чун-чĕрепе йышăнма тата çак сăмаха тĕпе хурса хăйсен пурнăçне йĕркелесе пыма Турă пулăштăр.

Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕркене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать. Чăваш Енре тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн _ Турра тав.

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика