05 августа 2015 г.
Районти санэпидемкомиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пыршăри инфекциллĕ чирсене хирĕç профилактика мероприятийĕсем ирттерес ыйтăва пăхса тухрĕç. Малтанах район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пыршăри инфекци чирĕсем ытларах çамрăк ачасен тĕл пулнине палăртмалла. Ку енĕпе кăçалхи çур çулхи кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пысăкрах та. Ротавируслă энтероколит акă Шăнкăртамра 7, Çĕньялта _ 4, Туçапа Кивĕ Ахпỹртре икшер, Патăрьелĕнче, Сăкăтра, Кивĕ Катекре, Тутар Сăкăтĕнче, Тăрăнта, Чăваш Ишекĕнче пĕрер тĕл пулнă.
Сальмонеллезпа 4 çын чирленĕ. Ку чир Сăкăтра (2), Патăрьелĕнче, Ыхра Çырминче тĕл пулнă. Пурте аслă çынсем. Чир килсенчи чĕрĕ çăмарта çининчен пуçланни палăрнă.
Варвитти чирĕ те палăрать. Унпа пĕр çын аптараса больницăна килнĕ.
Шăнкăртамра вара (студент) А гепатитлă вирус тупăннă.
Чирлесси шыв тасалăхĕпе, апат-çимĕç пахалăхĕпе те тỹрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та çăл куçсенчен усă куракан шыва тĕрĕслесех тăраççĕ. 2014 çулхи 6 уйăхра 55 пробăран виççĕшĕ апат-çимĕçре усă курма тивĕçтермен.
Суту-илỹ тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче апат-çимĕç хатĕрленĕ тата упранă чухне технологине пăхăнманни тĕл пулать. Юридици сăпачĕллĕ тата индивидуаллă предпринимательсем те Раççей Федерацийĕн санитари законодательствине пурнăçлама тивĕçлĕ.
Районта кăçалхи çур çулта инфекциллĕ чирпе тата апат-çимĕçпе сиенленесси пулман. Лару-тăру малашне те çакнашкал тăтăр тесен централизациленĕ системăран шывпа тивĕçтерекен предприяти ертỹçисен вăл пахалăхĕпе гигиена нормативĕсене тивĕçтернине тĕрĕслеттерсех тăмалла.
Апат-çимĕç промышленноçĕнче, обществăлла апатланура тата суту-илỹре тавара упрамалли, турттарса килмелли условисене пăхăнмаллах.
Ача-пăча учрежденийĕсенче, апат-çимĕç патĕнче ĕçлекенсен дизентеринчен тата А гепатитран вăхăтран-вăхăта прививкăсем тутармалла. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕ те кирлĕ пек пырсан аван.
Районти тĕп больницăра специалистсене чирпе сиплев учрежденине çакланнисене сыватас енĕпе вĕрентỹ ирттермелле.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)