05 августа 2015 г.
Августăн 6-мĕшĕнче "Чувашия" ГТРК, Чăваш Наци телерадиокомпани тата "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕпе хатĕрлекен "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн çиччĕмĕш кăларăмĕ эфира тухать. Строительсен професси уявĕ умĕнхи кăларăм теми _ çурт-йĕр строительстви. Телекуравçăсем Чăваш Енте çĕнĕ микрорайонсем уçăлнипе паллашма, пысăк строительство объекчĕсенче ку чухнехи технологипе çурт-йĕр хăпартнине, строительство материалĕсен производстви епле ĕçленине курма пултараççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа Леонид Никитин журналист пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă социаллă программăсене епле пурнăçа кĕртни, çитĕнỹсемпе проблемăсем, отраслĕн малашнехи аталанăвĕ пирки калаçу пуçарĕç.
"Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн черетлĕ кăларăмне "Россия _ 24" телеканалпа 19.25 сехетре, Чăваш Наци телевиденийĕпе 20.30 сехетре пăхма пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)