05 августа 2015 г.
Паянхи куна чылай шкулсенче çурт çумĕнчи хушма çĕр лаптăкĕсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Вĕсенче столовăй валли ял хуçалăх продукчĕсем çитĕнтереççĕ. Хăйсен вăйĕпе туса илнĕ помидор, хăяр, купăста, кишĕр, фасоль, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан, çĕр улми апат хакне йỹнетме те, çимĕçе пахалăхлăрах хатĕрлеме те пулăшать. Вĕсене пăхса çитĕнтерес ĕçе вара çитĕнекен ăру хăйех явăçать. Çу каçипех класпа класс черетленсе анасене çум курăкран тасатать, вăхăтра шăварать, çитĕннĕ май пухса кĕртет. Аслă Чементи вăтам шкулта та çавах. А. Астраханцева сăн ỹкерчĕкĕнче эсир шăпах 10 класри К. Убаськинапа Л. Иванова шкул ĕçченĕ хăяр йăранĕ çинчи çимĕçе пухнине куратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)