08 августа 2015 г.
Тунтикун Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕ старт илчĕ. Палăртма кăмăллă: ку ăмăрту Чăваш Ен çĕрĕ çинче тăваттăмĕш хут иртет. Юлашки хут пирĕн тĕп хула чемпионата 2012 çулта йышăннă.
Раççей чемпионачĕ _ сумлă турнир
Йăлана кĕнĕ турнир командăсен чемпионачĕн сумĕпе танлаштарсан кăшт пĕчĕкрех пулин те çĕнетсе хăтлăлатнă "Олимпийский" стадиона спортсменсене хавхалантарма çын нумай пухăнчĕ. Вĕсене спорт уявĕпе саламлама сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок, унăн заместителĕ Татьяна Лебедева, федерацин тĕп секретарĕ Михаил Бутов, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, пирĕн паллă ентешĕмĕрсем - СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем, Олимп чемпионкисем Елена Николаевăпа Валентина Егорова.
Михаил Игнатьев чи малтанах Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн ертỹçисене Чăваш Ен халăхне тепĕр уяв парнеленĕшĕн тата ăмăртăва ирттерме шаннăшăн тав турĕ.
- Акă, эпир паян каллех спорт уявĕнче. Уйăх каялла командăсен чемпионатĕнче савăнтăмăр, Олимп чемпионĕсемпе Европа ăмăртăвĕсенче ят-сум çĕнсе илнĕ спортсменсен ăсталăхĕпе хавхалантăмăр. Çĕршыв чемпионачĕ те пирĕншĕн питĕ сумлă турнир шутланать. Паян та чи пултаруллă атлетсемпе пĕрле çамрăк спортсменсем хăйсен ăсталăхне тĕрĕслĕç. Чи маттуррисене çывăх кунсенче Пекинра старт илекен тĕнче чемпионатне хутшăнма суйласа илĕç. Çакă та питĕ пĕлтерĕ-шлĕ пирĕншĕн: Чăваш Ен тĕнче аренине çул хывать, _терĕ Михаил Васильевич спортсменсене ăнăçу сунса.
РФ çăмăл атлетика Федераци- йĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенок, сăмах илнĕ май Чăваш Ене тепĕр хут килсе курма сăлтав тупăннăшăн хĕпĕртенине палăртрĕ. "Çак илемлĕ стадионта июнь уйăхĕнче иртнĕ Европа чемпионачĕ халĕ те мана вăй парса тăрать. Ăмăртăва çỹллĕ шайра йĕркеленисĕр, унта Раççей команди çĕнтернисĕр пуçне мана пысăк стадион тулли пулни, халăх спортсменсемшĕн чунне парса "чирлени" тĕлĕнтернĕччĕ. Яланах çапла пуласса шанас килет", _ терĕ вăл. Раççей чемпионатне 65 регион чысне хỹтĕлекен 800 яхăн спортсмен хутшăннă. Вĕсенчен 33-шĕ - РФ спортăн тава тивĕçлĕ, 169-шĕ - тĕнче класлă мастерĕ. Чăваш Ен чысне 22 спортсмен хỹтĕленĕ, вĕсенчен 2 "ылтăн", 1 "кĕмĕл", 2 "бронза". Ку кăтартупа пирĕн республика команди чемпионатăн аслă лигине Мускав хыççăн турнирăн иккĕмĕш картлашкине хăпарма тивĕç пулнă.
Малта _ чи- чи матуррисем
Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчи стартсем 10 сехетрех пуçланчĕç. Ирхи сессире хĕрсемпе яшсем 100 тата 800 метрлă дистанцисене чупас, йĕтре тĕртес, диск ывăтас, çỹллĕшне, тăршшĕне тата шăчăпа сикес енĕпе вăй виçрĕç. Чăваш Ен атлечĕ, Европа тата Раççей чемпионачĕсен хастарĕ Анжелика Сидорова çĕршыври чи вăйлă шăчăçăсемпе тупăшрĕ. Çапах кунта ăна çитекенни пулмарĕ, вăл 4,50 метр сиксе çĕршыв чемпионкин ятне тивĕçрĕ.
Çỹллĕшне сикекенсен секторĕнче те хĕрỹ тупăшу пычĕ. Старта тĕнчери чи паллă спортсменсем тухрĕç: Олимп чемпионки Анна Чичерова,Олимп вăййисен бронза призерĕ Светлана Школина тата тĕнче чемпионки Мария Кучина. Вĕсемех ăмăртăвăн тĕп наградине çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕç.
Каçхи сессире 100 метрлă дистанцире чупакансем старта тухрĕç. Ку тупăшура вара хĕрсен ушкăнĕнче - Мускав пики Анна Кукушкина, яшсенчен Волгоград облаçĕнчи Константин Петряшев çĕнтерчĕç. Тĕлĕнмелле те, Раççей кубокĕн çĕнтерỹçи Европа чемпионачĕсене Денис Огарковпа Александр Бреднева та кая хăварма пултарчĕ: вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
"Хыпар" хаçатран"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)