АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель, ан ман: черкке тĕпĕнчи тумлам _ инкекпе тан!

08 августа 2015 г.

Ỹсĕр водительсен çăмăлттайлăхĕпе айăпсăр çынсен куççулĕ çеç мар, виçесĕр юн юхать, çынсем суранланаççĕ, сусăрланаççĕ, вилеççĕ... Вăл шутра çут тĕнчене телей курма çуралнă пирĕшти евĕр ачасем те ашшĕпе амăш ăшшинчен уйрăлса сивĕ те ансăр тупăксене кĕрсе выртаççĕ...

Çỹлте ларакан влаç органĕсем çул çинчи йĕркелĕхе, культурине ỹстерес, аварисен шутне чакарас, çынсен пурнăçне, малашлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе саккунĕсене кăралатса пынине пăхмасăрах, руль умне черкке хыççăн черкке ỹпĕнтерсе вăрăм çула тухакансем тупăнсах тăраççĕ. Кам çине е мĕнле çăлăнăçа шанаççĕ-ши çакнашкал пуçтахсем? Инкеке туйса лĕпĕш те пỹрте вĕçсе кĕрет теççĕ те, ỹсĕрскерсен, черкке тĕпĕнчи юлашки тумлам хуйхă патне илсе пынине чĕрисем те туймаççĕ-ши? Чăнахах та туйнă пулсан, августăн 5-мĕшĕнче ирхине 9 сехет те 20 минутра "Калинино-Батырево-Яльчики" çулăн 99-мĕш çухрăмĕнче сиксе тухакан аварие сирсе яма та пулĕччĕ-тĕр... Çак авари пирки тĕплĕнрех пĕлес, çула тухакан мĕнпур водительсен ячĕпе тепĕр хут "чан" çапас тĕллевпе районти ГИБДД начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Н. Рубцовпа тĕл пултăм, ытти хăшпĕр ыйтусене те пайăрлатрăм.

_ Август уйăхĕ пирĕншĕн синкерлĕ пуçланчĕ. Николай Михайлович, чăн малтанах Патăрьелпе Çĕнĕ Ахпỹрте пăрăнмалли çул хушшинче пулса иртнĕ авари пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

_ Ăна çапла сăнарламалла: Кивĕ Ахпỹртри икĕ ача ашшĕ хăй эрех ĕçнине пăхмасăрах ВАЗ - 21099 автомашинăпа мăшăрне тата тепĕр виçĕ ачана (пĕри хăйсен мар) лартса Патăрьелнелле килнĕ. Ирĕк паракан вырăнта водитель хирĕçле йĕр çине тухнă, Опель Астра çине пырса çапăннă. Анат Туçана каякан çăмăл автомашина вара Шупашкартан яла аннă. Икĕ автомашинăра аслисемсĕр пуçне çул çитмен тăватă пассажир пулнă. Вĕсенчен виçĕ çул та тултарайман ывăлĕ реанимацинче тăна кĕреймесĕрех вилсе кайнă.

_ Хыпаланни çитмест, пỹр- ни çитет, теççĕ ваттисем. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа тата та аварисем пулнă-и?

_ Кăçалхи çичĕ уйăхра пирĕн районта 18 аварие шута илнĕ. Вĕсенче тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 39-шĕ аманнă. Вăл шутра чи пăшăрхантараканни тата шухăша яраканни _ пĕрре виççĕмĕш пайĕ водительсем руль умне ỹсĕр е хĕрĕнкĕ пуçпа ларнипе пулнăскерсем. Çул çитмен ачасем аслисемпе ларса пынă чухне синкерлĕхе çакланнă тĕслĕх сем те пур.

_ Николай Михайлович, чылай чухне ашшĕ-амăшĕ е ыттисем пĕчĕк ачасенех ирĕккĕн, ларкăч çинче çыхăнмасăрах илсе çỹреççĕ...

_ Ку вăл йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни. Юлашкинчен пулнă аваринче те малта ларса пыракан ачана шăпах хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхман. Урăхла каласан, ашшĕ ỹсĕр пулни çеç мар, ачине инкекрен те сыхламан. Гаишниксем курмĕç, чармĕç, иртсе кайăп тенĕ-ши?

Кун пирки вулакансене акă мĕн сĕнесшĕн. Раççей шайĕн- че те пысăк аварисем пулнине, пĕр айăпсăр пассажирсем, вăл шутра ачасем те вилнине, ĕмĕрлĕх инвалида юлнине куратпăр, илтетпĕр. Пакунлисен тĕпчевĕнчен аварисенче чылай чухне водитель айăплă пулни паллă. Ỹсĕр çул çỹревçĕ-сен теветкеллĕхĕ хака кайса ларни çеç мар, пĕр айăпсăр телейлĕ çемье тăлăха юлать, чунпа та ĕмĕрлĕх сусăрланать. Çапла ан пултăр тесен ял хушшинче е ытти çĕрте çил ачинчен иртсе каясла хăвăрт çỹрекен ỹсĕр водительсене курсан çийĕнчех ГИБДДна шăнкăравламалла. Инкек куçа курăнмасть пулин те унтан пăрăнса иртсе кайма пулатех. Августăн 21-22-мĕшĕсенче районта "Ỹсĕр водитель" операци иртет. Асăрханăр! Руль умне ỹсĕрле ан ларăр!

Цифрăсемпе фактсем:

Кăçалхи çичĕ уйăхра 18 авари пулнă, вĕсенчен виççĕшĕ _ çул çитмен ачасем хутшăннипе. Асăннă тапхăртах районти ГИБДД инспекторĕсем 87 ỹсĕр водитель ячĕпе протокол çырнă, вĕсенчен виççĕшĕ иккĕмĕш хут çак сăлтавпа пакунлисен аллине çакланнă. Çак кунсенчех Шăмăршă районĕнче те хăрушă авари, пысăк çухату пулнă. "Форд Фокус" водителĕ (каллех ỹсĕр) тепĕр машинăна хăваласа иртнĕ чухне çуран утакан çемье çине кĕрсе кайнă. Ашшĕ, асламăшĕ пĕр ачи çийĕнчех вилсе кайнă, амăшĕпе тепĕр ачи больницăна çакланнă. Çак хыпара хатĕрленĕ вăхăтра амăшĕ те ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă пирки пĕлтĕмĕр.

Январь _ июль уйăхĕсенче Чăваш Енте 861 аварие регистрациленĕ, вĕсенче 108 çын вилнĕ, 1211-шĕ аманнă.

А. ЕГОРОВА калаçнă.

Районти ГИБДД инспекторĕсен ỹкерчĕкĕнче юлашкинчен пулнă синкерлĕхĕн саманчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика