08 августа 2015 г.
2016 çулта июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Раççейре ял хуçалăх çыравĕ иртессине хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ.
Ял хуçалăх çыравĕнче 18 çул тултарнă, ĕçлеме пултаракан, тараватлă, пĕлỹллĕ, вырăнта пурăнакан çынсене регистратора илеççĕ. Вĕсем пĕрремĕш хут халăх патне кăçалхи сентябрьте тухаççĕ. Регистраторсем ялти уйрăм çынсем, хулара тата хула евĕрлĕ поселокра çуртпа пурăнакансем, дача, сад пахчи тытакансем патне çитĕç. Дачăллă вырăнсенче, садсен пĕрлешĕвĕсен председателĕсен пулăшăвĕпе, вĕсем мĕнле шайрине палăртма тивет. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче вĕсенчен чылайăшне пăрахнă е урăх тĕллевпе усă кураççĕ.
Çырава 107 регистратор хутшăнмалла, вĕсемпе Чăвашстат 15 кунлăха килĕшỹ çырать. Ĕç пуçланиччен пурне те вĕрентеççĕ. Сентябрьте çỹрекенсене те удостоверенисемпе тивĕçтереççĕ.
Ял хуçалăх çыравĕн талисманне палăртас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пресс-центрĕпе "Комсомольская правда" хаçат конкурс йĕркеленĕ. Унта хутшăнма кăмăл тăвакан кашни çын августăн 26-мĕшĕччен хăй тунă ỹкерчĕ ке ярса пама пултарать. Чи лайăх икĕ ỹкерчĕк авторне 30000 тата 20000 тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Тĕплĕнрех пресс-центрăн социаллă сетĕн- че е www.vshp2016.ru сайтĕнче, çавăн пекех "Комсомольская правда" изданин (kp.ru) сайтĕнче "Конкурсы" пайра вуласа пĕлме пулать.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)