08 августа 2015 г.
Вулакан ан тĕлĕнтĕр-ха: тĕрленчĕкĕн ятĕнче "Лили" сăмах тăрать пулсан та эпĕ малтан Лили çинчен мар, унăн ашшĕ пирки çырса кăтартасшăн. Çапла туни çак хĕрарăмăн сăнарне туллин уçса парасса шанатăп, мĕншĕн тесен Лили ашшĕне эпĕ хăйне пĕлнинчен лайăхрах пĕлетĕп-çке. Халĕ вара шухăш мана аса илỹ тĕнчине илсе кĕрет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен варри. Ахмергали Купкенов, Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртамра çуралса ỹснĕскер, Йĕпреç райповĕн хатĕрлев кантурĕнче ĕçлетчĕ, çынсенчен тир-сăран пуçтаратчĕ. Çак ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене тĕплĕнрех пĕлсе çитес тесе вăл ятарлă техникумрах пĕлỹ илнĕччĕ. Час-часах эпĕ ĕçлекен "Çĕнтерỹшĕн" хаçат редакцине кĕрсе тухатчĕ. Сăмах-юмахшăн кĕсъене кĕместчĕ Ахмергали. (Эпир ăна кĕскен "Ахмер" тесе чĕнеттĕмĕр). Вăл хăйĕн мăшăрĕ, Патăрьелĕнчи тĕп сыватмăшра тăрăшакан Минегаль медсестра пирки яланах ăшă, вырăнлă сăмахсем тупатчĕ. "Арăмĕпе мухтанакан арçын тăр ухмах" тесе шỹтлесе каланине те йышăнасшăн марччĕ. Пĕррехинче, ачасем çуллахи канăва тухсан, хайхи Ахмер редакцине пĕчĕк хĕрачине çавăтса кĕрсе тăчĕ. "Паллашăр, ку вăл _ пирĕн вĕри юратăвăн пĕрремĕш çимĕçĕ: Лилия Ахмергалиевна Купкенова". Çапла каларĕ те, савăнăçлă сăн-питпе иленнĕ çепĕç куллине пушшех те тасараххăн çуталтарса ман çуммах пырса тăратрĕ. Унтан хушса хучĕ: "Халĕ вăл çиччĕмĕшне кăна пĕтерчĕ-ха, аттестат илсен ниçта та мар, педагогика институтне яратăп, унран ачасене тарăн пĕлỹ паракан вĕрентекен пуласса шанатăп..."
Шел, Ахмергали Арифуллович хăйĕн çутă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнине те, пĕчĕк Лили çитĕнсе çитсен ашшĕ халалне чун-чĕрере тытса педагог дипломĕпе тăнипе туллин киленеймерĕ. Хăрушă вилĕм ытла та ир уйăрса кайрĕ ăна пирĕн хушăран. Мĕн паян кунчченех ырăпа ас туса пурăнаççĕ тутар çыннине Йĕпреçсем. Сăмах май, вăл паян та хатĕрлев кантурĕнчен вуçех те хăпман тейĕн, мĕншĕн тесен ашшĕ вырăнĕнче унăн Фарид ывăлĕ вăй хурать. Ĕçĕпе кăна мар, сăнĕпе те _ каснă-лартнă ашшĕ.
Çак пĕлмен Лилия Ахмергалиевна патне куçăпăр. Вулакан ăнланса илчĕ ĕнтĕ: Купкеновсен аслă хĕрĕ ашшĕн пил-халал сăмахĕнчен пĕр шит те чакман: вăл чăнах та вĕрентекен пулса тăчĕ. Çак кунсенче 55 çул тултаракан хĕрарăм çамрăк ăрăва акăлчан чĕлхине юратма чĕрĕк ĕмĕр ытла вĕрентет ĕнтĕ. Хăй те аслă вĕренỹ заведенийĕнче мĕн туяннине тăтăшах çирĕплетсе пырас тĕллевпе алла кĕнеке, ăслăлăх журналĕсем тытать, ĕçтешĕсен паха меслечĕсене çул парать. Лилия Ялалдинова (мăшăрĕн хушамачĕ) еплерех педагог пулнине, хăйне шанса панă тивĕçе мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пурнăçланине Патăрьелсем _ унпа пĕрле тăрăшакансем _ манран темиçе хут лайăхрах пĕлеççĕ ĕнтĕ. Эпĕ хамран çакна çеç хушса çырма пултаратăп: пурнăç çулне ашшĕ пилĕпе суйласа илнĕ çын нихăçан та ĕçе алăран кайса пултăр тесе тумасть. Унăн пĕтĕм пултарулăхĕпе ăсталăхĕ çамрăк хунава малалла тĕрĕс-тĕкел çĕкленме майсем туса парассипе çыхăннă.
Пурнăç сарса хунă çул пĕрре те тикĕс мар, ун тăрăх саркаланса утаймăн, анчах йывăрлăх-чăрмавсене парăнтарса мал еннелле талпăнма вĕреннĕ Лилия Ахмергалиевна. Ан тив, çемье карапĕн капитанĕ _ юнашар алла-аллăн тытăнса утма тупа тунă мăшăрĕ çирĕп чун-чĕреллĕ пулмарĕ, ăна тата Ильнарăпа Гюзель хĕрĕсене кил тĕрекĕçĕсĕр тăрса юлсан йывăрлăхсем сыхласа тăчĕç пулин те, пĕр туйăмлă çемьене малашлăха витĕр курни ỹсĕм çулĕпе шанчăклăн кайса пыма пулăшрĕ мар-и? Ильнара паян Чĕмпĕр хулинче ĕçлет, вăл _ коммерци банкĕн тĕп бухгалтерĕ. Гюзель _ врач, республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, сывлăх сыхлавĕпе çырнă статьясен авторĕ.
Кунта çакна та каласа хăвармалла пуль: Купкеновсен медицинăна суйласа илесси пĕрре те ăнсăртран мар. Гюзелĕн куккăшĕ те, аслă аппăшĕ те _ сывлăх хуралçисем. Минкадыр Ахмергалиевич _ Тутар Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. Чирлисене сипленĕ хушăрах медицина институтĕнче студентсене лекцисем вуланă. Питех те шел, вăл виçĕ çул каялла вилнĕ. Лилия Ахмергалиевнăн кĕçĕн йăмăкĕ Фарида Шупашкарта врач-терапевтра вăй хурать. Нумай пулмасть ăна йышлă тăванĕсемпе ĕçтешĕсем çур ĕмĕр тултарнă ятпа чун-чĕререн саламласа çĕнĕ ỹсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Шăнкăртамра ватлăх кунĕсене хуйхă-суйхăсăр ирттерекен Минегель Зиатдиновна Купкенова паян каллех уяв сĕтелĕ янтăлĕ: унăн хĕрĕ Лилия Ахмергалиевна тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа пуçтарăнакан кĕрекене çак хĕрарăма чысласа янăракан мухтав сăмахĕсене итлеме амăшне те кăмăллă пулĕ. Ара, икĕ пиллĕке юнашар тăма шăпа тухнăшăн юбилярпа пĕрле мĕн пур хăна-вĕрле савăннине курмашкăн çак вăхăта çитичченех ыррăн та ăш пиллĕн ĕмĕтленсе пурăннă-çке Минегель-эней. Ку йĕркесен авторĕ те Лилия Ахмергалиевнăна пархатарлă ĕçшĕн "икĕ пиллĕк" лартса парать, ĕмĕр çулĕпе малалла та хастарлăн утма иксĕлми вăй-хал сунать.
Юлашкинчен вара, хаклă та хисеплĕ Лилия Ахмергалиевна, хăвăншăн кам çав териех тăрăшнине пĕлтерес тетĕп. Эсĕ ăна чухлатăн ĕнтĕ. Тĕрĕс, йăнăшмасăрах палăртма пултартăн. Тăван шăллу, сан хыççăн çут тĕнчене килнĕ Фарид аппăшĕшĕн тем тума та хатĕр. Пĕчĕк чухне хăйĕншĕн нумай тимленĕшĕн, аслăрах ачасене кỹрентерме паманшăн юбилей кĕрекинче, йышлă хăна умĕнче маччана çитиех çĕклесе тав сăмахĕ калама тĕллевленет. Эсĕ çине тăнипех вăл Мускавра вĕренсе аслă пĕлỹ илчĕ, аçу çулне малалла такăрласа потребкоопераци ветеранĕсен йышне тăчĕ. Хальхи вăхăтра Фарид Купкенов _ Йĕпреç тăрăхĕнчи паллă та ятлă çынсенчен пĕри. Шăнкăртамра анлă сарăлнă хушамат Йĕпреçсемшĕн те çывăх. Лилия Ахмергалиевна, Фарид та, аçу пекех, ман пата тăтăшах кĕркелесе тухать. Тепĕр вăрттăнлăха уçса парам-ха эппин: шăллу пулман-тăк çак статья та кун çути курасси иккĕленỹллĕччĕ...
ГЕННАДИЙ КУЗНЕЦОВ. Йĕпреç-Шăнкăртам- Патăрьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)