12 августа 2015 г.
ÇУ уйăхĕ вĕçленмен пулин те, кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттермелли вăхăт çитсе пыни сисĕнет. Районти ЗАГС пайне август уйăхĕнче çеç 43 каччăпа хĕр пĕр çемье çавăрма кăмăл тунине систерсе заявленисем панă. Иртнĕ канмалли кунсенче çеç Çырăнтару керменĕн ĕçченĕсем 13 мăшăра малашнехи пурнăçра юрату та телей сунса арăмĕпе упăшки пулнине çирĕплетекен кĕнекене тыттарнă. Вĕсем хушшинче çавра паллăпа çырăнса юлнисем _ Сителти Федор Ивановичпа Анастасия Вячеславовна Лисицинсем. Çак кунхине 150-мĕш мăшăр Мендельсон маршĕпе акăшсем евĕр утса иртнĕ.
Иртнĕ шăматкунах Чăваш Ишекри Алексейпе Олеся Александровсем те чăваш туйне кĕрлеттернĕ. Райадминистрацин финанс пайĕн туслă коллективĕ вара хăйсен ĕçтешне _ Александр Никитина _ çемье çавăрнă ятпа чечек çыххипе пĕрлех чи ăшă сăмахсем парнеленĕ. Çамрăк мăшăрсене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов та саламланă. Пурнăçра асра юлакан кун физкультурниксен професси уявĕпе тỹр килнĕрен, çемьере юратупа килĕшỹсĕр пуçне спортпа туслă пулма ырă суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)