12 августа 2015 г.
2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Раççейре ял хуçалăх çыравĕ иртет. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пахалăхлă, кирлĕ пек ирттерсе ярас тĕллевпе паян чылай ĕç тăваççĕ-ха. Вырăнсенче ку тĕлĕшпе комиссисем те йĕркеленĕ. Чăвашстатри пресс-службăран пĕлтернĕ тăрăх вара авалхи çынсен ĕненĕвĕпе малашлăхра телей кỹрекен талисман пулни те ĕçе лайăх йĕркелесе пыма пулăшĕ. Çак тĕллевпе йĕркеленĕ конкурс июлĕн 30-мĕшĕнче старт илнĕ, августăн 31-мĕшĕччен тăсăлать.
"Комсомольсая правда" издательство çурчĕн" www.kp.ru сайчĕ çинче конкурс условине ăнлантарса паракан ятарлă страница пур. Ăнăçу кỹрекен паллăна 18 çул тултарнă Раççей гражданинĕ шутласа, ăсталаса кăларма пултарать. Çак ĕç ахаль çеç иртмест. Чи пысăк балл пуçтарнă вунă çынна комисси 50 000 таран преми парать. Апла пулсан пуçа çĕмĕрттерсе тарăн шухăшлă талисман хатĕрлени харама каймĕ. Пирĕн районти сăрă ăстисен çак конкурса çанă тавăрсах хутшăнма май пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)