12 августа 2015 г.
РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен пирĕн районта 24 пушар пулнă, вут-кăвар серепинче 2 миллион та 146 пин тенкĕлĕх пурлăх юрăхсăра тухнă, пилĕк çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вут-кăварпа пулакан инкексен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 33 процент ытларах. Урăхла каласан, малашне те çакнашкал инкекрен асăрханма, ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулма сăлтавĕ пысăк. Çакна та асăрхаттарса хăвармалла: хальхи вăхăтра та çанталăк шăрăх тăнине кура пушартан сыхланмалли яваплă тапхăр пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)