АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем юнпа ан пĕвенччĕр!

12 августа 2015 г.

Юлашки вăхăтра республикăра çине-çинех çул çинче пулакан аварисенче çынсен пурнăçĕ татăлни чĕресенче пысăк пăшăрхану çуратать. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та хурлăхлă хыпарсем пулсах тăчĕç. Районти ГИБДД инспекторĕсем пĕлтернĕ тăрăх автомашинăпа пулакан инкексен пысăк сăлтавĕсенчен пĕри _ водительсем çул çинче кирлинчен самай пысăк хăвăртлăхпа пыни, çул-йĕр правилисене пăхăнманни. Çĕнĕрен те çĕнĕ модельлĕ автомашинăсемпе çỹрекенсем _ ытларах çамрăксем е тата нумай пулмасть çеç руль умне ларнă водительсем. Юн вĕресе тăраканскерсен, техникăн мĕнпур вăрттăнлăхне пĕлес килет-тĕр, çавăнпах ĕнтĕ вĕсене спидометр çинчи цифрăсем пысăкланса пыни те хăратмасть. Ял варрипе пыракан авомашина 140 _ 150-па хăваланине мĕнле ăнланмалла-ха? Ура айĕнчен йăтăнса тухакан инкек чылай чухне хамăртанах килет. Çитес çĕре 10 _ 15 минут маларах е каярах çитнипе нимĕнле улшăну та пулмасть-çке. Ун вырăнне вара... Ун вырăнне эпир иртсе çỹрекен çулсем хамăр айăппах куççульпе йĕпенме, юнпа пĕвенме пултараççĕ.

Хисеплĕ водительсем, çулюлташсем! Пĕр çын туса хуракан йăнăш темиçе çыннăн пурнăçне татма пултарнине кашниех шута илĕр! Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăçал çул çинчи синкерлĕхсен шучĕ чакнă (пĕлтĕрхи çичĕ уйăхра _ 24, кăçал _18 авари). Çакă лайăх кăтарту темелле. Ун вырăнне инкекре вилекенсен, аманнисен шучĕ ытларах пулнă. Пысăк та хăрушă аварие тăвакансем ỹсĕр пулни вара хальхи вăхăтра пушшех те тарăхтарать. Çулталăк пуçланнăранпа районти гаишниксем 90 водителе çак сăлтавпа протокол çырнă. Урăхла каласан, тăватă кунта çул çинче преступлени тума пултаракан пĕр çынна тытса чарнă, кирлĕ мера йышăннă. Енчен те вĕсем те инспекторсен аллине çакланман пулсан, тен, тепĕр çĕрте асфальтлă çул куççульпе йĕпенме тата юнпа вараланма пултарĕччĕ... Çапла мар-и-ха? Юрать-ха, "шумахер" пакунлисен аллине çакланнă. Июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунпа пуçтах водитель темиçе çул таранчченех тимĕр карта, йĕплĕ пралук леш енче пулсан, тен, тăн кĕрĕ, ỹсĕрле çула та тухмĕ? Çак кăра саккун серепине çакланас мар тесен вара пурин те йĕркене пăхăнмах тивет.

Н. Мазякова, хаçатăн тĕп редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика