12 августа 2015 г.
Раççейре çулленех августăн иккĕмĕш вырсарникунĕнче строительсем хăйсен професси уявне тăваççĕ. Савăнăçлă мероприятие районти строительсем администрацин Пысăк залĕнче палăртрĕç. Вĕсене район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов тата унăн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Валерий Краснов саламларĕç. Валерий Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕн çитĕнĕвĕсем пирки кĕскен каласа пачĕ.
"Чăваш Республикин территорийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси" программăпа килĕшỹллĕн 2014-2044 çулсенче нумай хваттерлĕ пур çурта та юсама палăртнă. Кăçал 6 çурта çĕнĕ сăн кĕртĕç.
Шăнкăртамра "Ялăн 2017 çулчченхи тăнăçлă аталанăвĕ" федерацин тĕллевлĕ программипе "Хĕвел анăç" микрорайонта та строительство ĕçĕсем пыраççĕ.
Кзыл Чишмара тата Тутар Сăкăтĕнче гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсанă. Шăнкăртамра та плотинана тирпейлеме йышăннă.
Ыхра Çырми тата Туçа ял тăрăхĕсенче нумай ачаллă çемьесем çывăх кунсенче çĕнĕ пỹртсене пурăнма куçĕç. Çавăн пекех тăлăхсене, çамрăк çемьесене, тинтерех диплом илнĕ специалистсене, ялта пурăнакансене, АПК тата социаллă сферăра тăрăшакансене çурт-йĕрпе тивĕçтересси те малалла пырать.
_ Район аталанăвĕнче, кашни çемьен пурнăçĕнче ĕçĕр пысăк витĕм кỹрет. Сирĕн ылтăн аллăрсем çынсен пурнăçне хăтлăх кĕртеççĕ. Ĕçĕршĕн тата тăрăшса вăй хунăшăн тав тăватăп, _ тенĕ Н. Глухов строительсене ăшшăн професси уявĕпе саламласа тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем панă май.
Хальхи вăхăтра районти 7 ялта _ Кзыл Камышра, Пăлакассинче, Пăлапуç Нурăсĕнче, Сăкăтра, Патăрьелĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче, Ыхра Çырминче _ çулсем сарма пуçланă.
Çĕнĕ урамсене электрификацилесси те вĕçленнĕ. 10 ял тăрăхĕнчи 18 урамра пурăнакансем патне çутă çитнĕ.
Районта "Раççей çемйисене _ çурт" программа ăнăçлă ĕçлет. Вăл пурнăçа кĕме тытăннăранпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 405 ветеранĕпе çемйи кĕтеслĕ пулнă, вăл шутран 17-шĕ кăçал илнĕ.
(Хамăр корр.).
Ỹкерчĕкре: ООО "Стройкомфорт" слесарĕ З. Шарафутдинов ытти хастар строительсемпе пĕрлех Тав хутне тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)