АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек кăшăлĕ хунă, вилнисен ячĕпе пуç тайнă…

15 августа 2015 г.

РаÇÇей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн августăн 12-мĕшĕ Сывлăш-çар вăйĕн кунĕ шутланать. Сенкер тỹпене хỹтĕленĕ салтаксем хăйсен професси уявне 2006 çултанпа паллă тăваççĕ. Районти ВВС ветеранĕсем те уява Патăрьелĕнчи Арбатри палăк умне пуçтарăннă, ку тĕнчерен куçнă юлташĕсене хисеп туса чечек кăшăлĕ хунă, вĕсен канлĕхĕшĕн пуç тайнă.

Çар службинче пулнă хастарсене Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕн начальникĕ Евгений Семенов саламланă, хăйĕн сăмахĕнче ырă йăла-йĕркене малалла та тăсма, тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме хатĕрленекен каччăсене патриотла воспитани парассине малашне те ăнăçлă пурнăçласа пыма сĕннĕ.

Уяв юрă-кĕвĕсĕр те иртмен. Районти "Централизациленĕ клуб системи" артисчĕсем çар тумĕ тăхăннисене хăйсен пултарулăхĕпе килентернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика