15 августа 2015 г.
Августăн 19-мĕшĕнче, районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Кун йĕркинче _ ял хуçалăхĕнчи уй-хир ĕçĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесси.
Çавăн пекех информкунра пушар хăрушсăрлăхĕ, шыв-шурти сыхăлăх пирки те калаçу пырĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлессине те сỹтсе явĕç.
Информаци кунĕн ушкăнĕсем районти ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти халăхпа калаçĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)