15 августа 2015 г.
Вырсарникун Хусанта шыв спорчĕн тĕнчери ХVI чемпионачĕ вĕçленнĕ. Раççей Федераци Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ишессипе финалти ăмăртусене курма хутшăннă май чемпионат хупăннă ятпа ирттернĕ церемонире пулнă.
Асăннă мероприятине Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та хутшăннă.
Тĕнче чемпионачĕ _ шыв спорчĕн пысăк ăмăртăвĕ. Пуçласа вăл 1973 çулта Белградра (Югослави) иртнĕ. 1978-1998 çулсенче чемпионат тăватă çулта пĕрре пулнă, çуллахи Олимпиадăпа черетленсе пынă. 2001 çултанпа икĕ çулта пĕрре ăмăртаççĕ. Кăçалхи Хусанта июлĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа августăн 9-мĕшĕччен пычĕ.
Чемпионатра ултă енпе ăмăртрĕç. Унта 190 çĕр шыври 2794 спортсмен тата 1400 ытла официаллă çын хутшăнчĕ. 75 комплект медальсемшĕн кĕрешỹ пычĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)