АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорта кăмăллакансем старта кар тăчĕç

15 августа 2015 г.

Физкультурниксен кунне районта анлăн та, чыслăн та паллă турĕç.Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта йĕркеленĕ спорт уявне физкультурниксемпе спортсменсем, спорта кăмăллакансемпе сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăракансем, ветерансем пуçтарăнчĕç. Старта тăракансем _ тĕрлĕ çулхи хастарсем.

Арçынсемпе хĕрарăмсем, каччăсемпе хĕрсем, ветерансем 100 тата 400 метра хăвăрт чупса тухассипе, алă вăйне виçессипе, юлашки вăхăтра пысăу вăй илсе пыракан шашка тата шахмат вăййисенче мала тухассишĕн ăмăртрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ тупăшусем кашниех çивĕч кĕрешỹре иртрĕç. Спорт уявĕнчех мини-футболла, чушкăлла вылякансене, шыв çинче волейбол мечĕкне ăста çапакансене, кире пуканĕ йăтакансене вăй пама та кăмăллă пулчĕ.

Çак кунхинех районти чикĕ хуралçисен ветеранĕсен пуçарăвĕпе Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта Физкультурниксен кунĕ ячĕпе V Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ пулнă, пограничниксен çарĕн ветеранне Анатолий Сорокина асăнса спорт мероприятийĕ йĕркелерĕç. Малтанах Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Камсомольски, Етĕрне районĕсенчи пограничниксемпе пĕрлех тĕрлĕрен çар службинче пулнă ветерансем, асăннă районсенчи шкул ачисем, Анатолий Сорокинăн мăшăрĕпе ывăлĕ Патăрьелĕнчи кану паркĕнче чикĕ хуралçисене хисеп туса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç, протоиерейĕн пархатарлă ĕçĕсене аса илчĕç, ун ячĕпе пĕр минут шăп тăчĕç, ун хыççăн вилтăпри умне кайса пуç тайрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç.

Спорт уявĕпе çыхăннă мероприятисене район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Первомайскинчи Христос Çуралнă ячĕллĕ храм настоятелĕ Сергий Пегасов хутшăнчĕç.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика