АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх хамăртан килет

15 августа 2015 г.

 Обществăлла хăрушсăрлăха тытса тăрас, хамăрăн халăхăн тăнăç пурнăçне сыхлас тĕлĕшпе район полицийĕ пысăк ĕç тăвать. Çапах та паянхи кун пирĕн тăрăхра терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ преступленисем тĕл пулаççĕ-ши? Çавнашкал туртăмсене пĕлес, тĕпчес тĕлĕшпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем мĕн тăваççĕ? Ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕн начальникĕпе, полици подполковникĕпе А. Фоминпа тĕл пулса калаçрăмăр.

_ Пысăк хăрушлăх вак-тĕвекрен пуçланать. Пирĕн ĕçри тĕллевсенчен пĕри _ экстремизм, терроризм сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртасси, вĕсенчен яланах сыхă тăрасси. Çавна май чăн малтанах оперативлă-профилактикăлла, тĕпчев-шырав тата ятарлă планпа пыракан мероприятисене тĕп вырăна хуратпăр, районта иртекен массăллă мероприятисенче хамăрăн тимлĕхе, яваплăха тата ытларах ỹс теретпĕр. Çĕнĕ çул, Çĕнтерỹ кунĕн уявĕсенче, Акатуй-Сабантуй, Ураза Байрам, Курбан Байрам, Мăнкун праçникĕсенче, шкулсенчи выпускниксен ăсату каçĕсенче çамрăксем хушшинче уйрăмах сарăмăср "лидерсен" хăтланăвĕсене, пуçарăвĕсене сăнатпăр. Çакнашкал çынсем пурте пирĕн тимлĕхре. Вĕсемпе тĕрлĕрен ушкăн хушшинче экстремистла шухăшсем каласа ярасран, çынсене пăлхатасран коллективсенче, вĕрентỹ учрежденисенче уйрăм профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр. Çак ĕçе право йĕркине хураллакансемпе пĕрлех педагогсемпе ашшĕ-амăшне, общественноçа та явăçтаратпăр. Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче çеç экстремизмла юхăма хирĕçле темăпа вĕренекенсем умĕнче полици сотрудникĕсем 45 хутчен тĕл пулса çак ыйтăва хускатнă. Пĕтĕмĕшле илсен ку тĕлĕшпе пирĕн районта тĕрлĕрен хирĕç-тăру, пĕр наци çынни теприне ăнланманни, тĕн йăли-йĕркипе уйăрасси çук. Çакă хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ыйту тесе шутлатăп.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан тĕп халăхсемсĕр _ чăвашсемсĕр, вырăссемсĕр, тутарсемсĕр, ирçесемсĕр пуçне тăтăшах ют çĕршыв гражданĕсем те пулсах тăраççĕ. Районти миграци службинче 59 ют çĕршыв гражданне шута илнĕ. Вăхăтлăха пирĕн районта пурăнма кăмăл тунисем хушшинче Молдови, Иордани, Узбекистан, Таджикистан, Украина, Азербайджан, Казахстан, Кыргызстан тата ытти тăрăхсенчен килнĕ уйрăм çынсем е çемьесем те пур. Наци уйрăмлăхĕ тĕрлĕрен пулни районти тăнăçлăха сыхлама, халăхсен туслăхне упрама чăрмантармасть.

Паян пур çĕрте те тĕрлĕрен политика партийĕсемпе обществăлла пĕрлĕхсем ĕçлеççĕ. Пирĕн районта тăватă политика партийĕн представителĕсем пур: "Единая Россия", "КПРФ", "Справедливая Россия", "ЛДПР". Пуринпе те йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен çыхăну пур. Вĕсем хушшинче ăнланманлăх тата экстремистла палăрăмсем çук. Районта пурăнакан тĕрлĕ тĕн çынни хирĕç тăрусăр, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни те пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе те урăхла агрессилле юхăмсем çук.

Районта терроризма хирĕç кĕрешекен комисси йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене те уйрăммăн палăртнă. Вĕсенче пуринче те гражданла хỹтĕлев енĕпе яваплă çынна çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне пирĕн сотрудниксем те кашни кварталтах вĕсене сăнаса тăнă пирки отчетсем параççĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕрен преступленисене оперативлă уçса парас, районта пулса иртекен пăтăрмахсене пайăрлатас тĕллевпе объектсенче полицин васкавлă кнопки тата видеосăнав пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Калаçăва А. Егорова çырса илнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика