АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыншăн та, чĕр чунсемшĕн те уйрăмах хăрушă

15 августа 2015 г.

 Россельхознадзор çынсемшĕн тата чĕр чунсемшĕн хăрушă чирсен рейтингне хатĕрленĕ. Пĕрремĕш вырăнта _ Çĕпĕр язви. Авалхи çыравçăсем тата тĕпчевçĕсем ку амака "çветтуй çулăм" тенĕ. Нумай ĕмĕр хушши çынсем çак чирпе кĕрешнĕ, унран питĕ хăранă. Малтанах халăх ăна Турă ярать тесе шухăшланă, каярах вăл ерекен чир пулнине палăртнă. Çĕпĕр язви пирки 1766 çулта Франци тухтăрĕ Моран туллин çырса кăтартнă. Паянхи ятпа вăл 1788 çулта, Раççейре, Çĕпĕр кĕпернинче тухнă хыççăн усă курма тытăннă.

Вирус чирлĕ выльăх урлă кăна мар, пытарман виллинчен те сарăлать. Çак мур шыва лексен уйрăмах хăрушлăх кăларать. Çакăнпа яппунсем пĕрремĕш тĕнче вăрçинче усă курасшăн пулнă. Вĕсем Амур юхан шывне асăннă чире янă. Кун пек тĕслĕх сайра тĕл пулать, ытларах чухне какай урлă ерет. Чире шала ямасăрах сывалма май пур.

2014 çулта Раççей территорийĕнче Çĕпĕр язви тухнă виçĕ тĕслĕхе шута илнĕ _ Тутарстанра, Волгоград тата Ростов облаçĕсенче. Пур çĕрте те мăйракаллă шултăра выльăх аптăранă. Тивĕçлĕ мероприятисем туса ирттернĕ хыççăн асăннă субъектсене сыватнă. Сăмах май, кашни регионтах амака хирĕçле профилактика вакцинацийĕ тăваççĕ. Апла пулин те çакă лăпланса ларма юранине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхра Çĕпĕр язвипе чирлесе вилнĕ выльăхсен масарĕсем пур. Инфекци выльăх ỹчĕ çĕрсен те пĕтмест, нумай çул упранать. Çавăнпа та кун пек вырăнта кĕтỹ çỹретме, утă çулма, тăпра илме, строительство, шырав, гидромелиораци ĕçĕсене йĕркелеме юрамасть.

Ящур _ иккĕмĕшĕнче. Пуçласа ун пирки 1546 çулта асăннă. Ун чухне вăл Европăра вăйлă алхаснă. Ветеринари аталаннă май чире хĕвел тухăçнелле "хĕстерсе кăларнă" темелле. Унта вăл халĕ те нуша кăтартать. Ку мур, çынсен грипĕ пекех, темиçе тĕрлĕ пулнипе хăрушлăх кăларать. Ящурăн сахалтан та 7 серотип. Чĕр чун пĕринпе чирленĕ хыççăн тепринпе аптăраса ỹкессе никам та шантараймасть.

Çын чирĕ мар ку амак, анчах этем шар курнă тĕслĕх те сахал мар. Мур чирлĕ выльăхран вĕретмен сĕт тата аш-пăш урлă куçма пултарть. Пĕр çынран теприне ермест.

Чăваш Республикинче юлашки хут ящура 1968 çулта Шăмăршă, Йĕпреç тата Муркаш районĕсенче тупса палăртнă.

Виççĕмĕшĕнче _ бруцеллез. Çыннăн шалти органĕсене сиенлекен чир. Унпа вилекенсем сахал, анчах сусăрланса юлас хăрушлăх пысăк. Антибиотиксем шутласа кăларнă хыççăн сывалма çăмăлрах. Чир çыннăн сĕчĕ урлă е санитарипе ветеринари правилисене пăхăнмасан ерет. Специалистсем каланă тăрăх, "кĕрхи зажигалка" текен шăна та сарать. Пирĕн тăрăхра ăна юлашки хут 2009 çулта Шупашкар тата Красноармейски районĕсенче шута илнĕ. Унччен маларах Йĕпреçре кĕрешме тивнĕ. Кунта вăл Саратов облаçĕнчен илсе килнĕ сурăхсенчен ернĕ.

Чирлĕ чĕр чунсен аш-какайĕ урлă çынна лекекен энцефалопати (вырăсла тулли ячĕ _ губкообразная энцефалопатия крупного рогатого скота) текен мур _ тăваттăмĕш вырăнта. Вăл выльăхăнне те, çыннăнне те пуç мимине хавшатать: куç курми пулать, ăс-тăн вăйлă улшăнать. Ку амака 1986 çулта официаллă майпа тупса палăртнă хыççăн, статистика тăрăх, 200 çынран ытла мар шар курнă.

Пиллĕкмĕш вырăнта _ кайăксен грипĕ. Çулленех Россельхознадзорăн лабораторийĕнче чăхсемпе кăвакарчăнсем асăннă чирпе аптăраманнине тĕпчеççĕ.

Пĕрремĕш хутчен чир пирки Итали ветеринарĕ Эдуард Перрончито çырса кăтартнă. Çынсем чирлĕ чăхсене пула вилни час-часах тĕл пулать. Ытларах чи инçетри тата ветеринари служби çитеймен вырăнсенче.

Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕн прогнозĕ тăрăх, вирус мутациленни этемлĕхшĕн хăрушлăх кăларать. Теори тăрăх, çынсен паянхи чирĕсем чĕр чунсенчен майĕпен куçнă. Çак процесс юлашки 10 пин çулта пулса пырать, çавăнпа та кайăксен грипĕ хăрушлăхне çухатмасть-ха.

2014 çулта Раççейре Алтай крайĕнче тата Саха Республикинче ку чире çаклатнă тĕслĕхсене шута илнĕ. Кăçал _ Аçтăрхан облаçĕнче, Тыва Республикинче.

Н. Васильева, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика