15 августа 2015 г.
Эпĕ _ уйăх е каçхи асамлă тỹпери çăлтăр çеç. Эсĕ... Эсĕ вара хĕвел. Мана çутă, ăшă, лăпкăлăх парнелетĕн. Эсĕ _ хĕвел... Эсĕ _ анлă тинĕс. Эпĕ вара пĕр пĕчĕк юхан шыв çеç. Эпĕ ăшă шыв, эсĕ вара вĕресе тăракан гейзер. Эпĕ _ пусăри сивĕ шыв. Эсĕ вара çăлри сивĕ шывĕ. Типсе çитнĕ чухне пурнăç паракан çăл шывĕ. Эпĕ çырма çеç, эсĕ сăртсем-тусем çинчен анакан шыв. Витĕр сивĕскер, çирĕп те хытă чулсене çуса юхаканскер.
Сана куçунтан пăхсан иртнĕ кунсенче пушлăхпа тулнине куртăм. Халĕ вара вăл хĕвел пек, çулăм пек çутатать. Ăнланмалла мар вăй-хăват парать. Санăн куçăнтан пăхатăп та _ чĕрере ăшă туйăм çуралать, вăл чунпа пĕр кĕвĕллĕ пулса шăранса тухать.
Санпа юнашар пулни, сана курни, пĕрле ирттернĕ самантсене аса илни... Акă вăл телей.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)