АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пакунлисем сухан-севока вăрлакана çийĕнчех тупнă

19 августа 2015 г.

Хальхи вăхăтра Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт тăрăхĕсенче çеç мар, ытти ялсенче те сухан-севок "чирĕпе" нушаланакансем сахал мар. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Эривановсем те çак пахча çимĕçе хăйсен вăйăпех туса илеççĕ. Чунсăр-юнсăрах çынна макăртакан культурăна вĕсем кăçал та 40 сотăйра çитĕнтернĕ. Тухăçĕ те начар мар курăннă анкартинче. Арăмĕпе упăшки ăна ултă кун пĕр канмасăр çăлнă!

Ăнса çитĕннĕ культурăна хуçасем çеç мар, айккинчен те ăмсанса сăнакансем пулнă иккен. Пĕр каçхине пỹрне йĕрне хăварман кукăр алăсем ултă йăранта сарăлса выртакан севока тултарнă та кайнă. Юрать-ха, кил хуçи хĕрарăмĕ "112" номерпе çийĕнчех пакунлисем патне шăнкăравланă. Район полицийĕн сотрудникĕсем темиçе минутранах кирлĕ адреспа персе те çитнĕ. Уголовлă шырав пайĕн начальникĕ А. Алексеев, В. Семеновпа В. Тинюков шар курнă çемье ыйтăвне тивĕçтерсе çийĕнчех вăрă йĕрĕ çине тăнă, севока каялла тавăрттарса панă. Акă мĕншĕн тав сăмахĕ калаççĕ Эривановсем йĕрке хуралçисене.

Ямăтă пурлăхпа кĕмĕллĕ пулас текенскер ютран, хир-хир, вăрман-вăрман урлă та килмен, хăйсен ялĕнченех.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика