19 августа 2015 г.
Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9468 гектарта пуçтарса кĕртнĕ. Мĕн пур лаптăкăн 51 процентĕнче ĕçе вĕçленĕ. Тухăç пĕр гектартан 21 центнерпа танлашать. Кăтарту "Батыревское" (28,6), "Красное знамя" (24,1), "Малалла" (29,7), "Первомайск" (26,3), "Звезда" (21,2), "Корма" (22,4), "Тойсинская" (27,6) хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн (26,2), Н. Федоров (23,6), И. Чемеров (21,7), Ф. Чабатов (23,5), Р. Мансуров (23) фермерсен кăтартăвĕсем пысăкрах.
Кĕрхи культурăсене акма 4020 гектар çĕр хатĕрленĕ
Выльăхсене хĕл каçарма 20388 тонна сенаж, 1865 тонна улăм янтăланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)