19 августа 2015 г.
Шупашкар йĕркеленнĕренпе 546 çул çитнĕ май иртнĕ вырсарникун тĕп хула анлă та пысăк уяв лаптăкне çаврăннă, кунта вуншар мероприяти иртнĕ, вĕсене пиншер çын хутшăннă.
Хула кунĕнче Шупашкара Раççей ВВСĕн аслă пилотажăн чапа тухнă "Стрижи" ушкăнĕ саламласси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче те авиашоу уявăн тĕп пайĕ пулнă _ ăна курма хула çыннисем кăна мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем те пухăннă.
Шупашкара маларах вĕçсе килнĕ май летчиксем августăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти "Волжский-3" микрорайонти çĕнĕ 200-мĕш садике уçма хутшăннă. Шăпах вĕсене хисеплесе садике "Стрижи" ят панă. Ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне саламланă май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсен влаçĕсене ача сачĕсенчи черетсене пĕтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса пама хушнине аса илтернĕ. Юлашки çулсенче республикăра 40 ытла садик тунă е реконструкциленĕ, ку ĕçе малалла тăсĕç.
Пухăннисене çавăн пекех Патшалăх Думин комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ыттисем саламланă. Пурте пĕрле садикпе паллашнă.
Авиашоу вара вырсарникун кăнтăрла пуçланнă. Çар летчикĕсем аслă пилотаж фигурисене кăтартса тĕлĕнтернĕ.
; ; ;
Иван Яковлев ячĕллĕ сквер аллейинче регионсен хушшинчи "Атăлçи вулавĕсем" кĕнеке фестивалĕ иртнĕ. Хула кунĕпе Литература çулталăкне халалланăскерсене тĕп хулари библиотекăсен пĕрлĕхĕпе Чăваш кĕнеке издательствин вăйĕпе хатĕрленĕ. Унта хутшăннисем чăваш, вырăс тата чикĕ леш енчи писательсен чи лайăх произведенийĕсене "тутанса" пăхма, паллă çынсем кĕнеке çинчен каланă сăмахĕсемпе паллашма, Раççей çыравçисен хайлавĕсене вулас енĕпе рэп-турнира хутшăнма пултарнă.
; ; ;
Хула кунĕ умĕн Альгеш поселокĕнче çĕнĕ почта уйрăмĕ уçăлнă. Унăн ĕçне ытти паллă çынсемпе пĕрлех ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов та хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)