19 августа 2015 г.
Таçтан аякранах хăлхана çурасла кăшкăртса килекен туй машинисен сассине илтсенех çак сăмахсене пурте илтмелле асăрхаттарас килет: "Пăрăнăр! Туй килет!". Чăнах та çапла. Мĕншĕн ытарлăн та çемçерех каламаннине вара вулакан та туйса илчĕ-тĕр. Паян туй-çуйсене кашни çамрăк хăйне евĕр фантазипе йĕркелеме тăрăшать. Чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те çавах. Туй кортежĕн мăнаçлăхĕ _ автомашинăсем вĕçĕ-хĕррисĕр пулни. Ун пек пулсан вара мухтанмалăх та пур-мĕн. Юлашки вăхăтра тата тепĕр ăссăрла (çаплах калас килет) пулăм йăлана кĕчĕ. Çакă тата ытларах тарăхтарать, тĕлĕнтерет. Хăватлă та çĕнĕрен çĕнĕ модельлĕ машинăсем çинче ларса пыракансем мĕн пур кантăкĕсене, çỹлти люкне уçса пăрахаççĕ те, рама çине хăпарса ларса çурри таран тухса пыраççĕ, кăшкăрашаççĕ, пĕринчен тепри урнă пек иртсе каяççĕ, аллисемпе çавтăнса пыраççĕ тата ытти те. Урăхла каласан, инкек патне пĕр утăм çеç темелле, вăл çавăнтах сиксе тухма пултарать. Кирлĕ пулсан, туй кортежĕ çул-йĕр правилисене те, светофорсене те пăхăнса тăмасть. Çапла майпа вара вĕсем çул çинче ыттисемшĕн те питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Туй тени кашни çамрăк мăшăршăн асра юлакан кун. Вăл ырăпа, лайăххипе, кăмăллипе çеç çырăнса юлтăр тесен хĕр илме е çырăнма кайнă чухне водительсен те, унта ларса пыракансен те мĕн пур йĕркене пăхăнмалла. Теветкеллĕх пур чухне те телей кỹмест. Васкани вара васана çеç сиктерме пултарать. Сăмах май туй каччисемпе хĕрĕсене хăш-пĕр йĕркене пăснă тĕслĕхсемшĕн Кодексра çырнă саккунпа явап тытмаллине те аса илтересшĕн. Чăн малтанах автомашина номерне улăштарса "мафия невесты", "братва жениха" е тата ытти хăватлă сăмахсене çыпăçтарнăшăн пакунлисен аллине çаклансан 5000 тенкĕ кăларса хума е тата 1 _ 3 уйăх таран водитель удостоверенипе сывпуллашма тивет. Автомашинăри туй çыннисем кантăксенчен кĕлеткине кăларса куштанланса пынăшăн та никам та пуçран шăлмасть. ГИБДД сотрудникĕсем протокол çырнă хыççăн 1000 тенкĕ тỹлемелле пулать. РФ КоАПăн 12.20 статйипе килĕшỹллĕн, вăрах вăхăт хушши сигнал парса пыракан водитель ячĕпе çăхав çитсен те асăрхаттарнипе çеç иртсе каймасть, саккунпа килĕшỹллĕн 500 тенкĕ кăларса хумалла. Урăхла каласан туй тени тепĕр чухне кăмăла пăсма та, хака кайса ларма та пултарать. Çапла ан пултăр, инкек çаврăнса ан тухтăр тесен вара пурин те çул çинчи йĕркесене пăхăнмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)