19 августа 2015 г.
Олег НИКОЛАЕВ: "Пуçлăх та, премьер-министр та пурри Чăваш Ене ытла хакла ларать" - Олег Алексеевич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидата тăратма Сире "СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ" парти сĕнчĕ. Эсир çак cĕнỹпе парти дисциплинине пăхăннăран килĕшрĕр-и е хăвăр кăмăлпа?
- Вăл та, ку та хистерĕ темелле пуль. Пĕрремĕшĕнчен, "СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ" парти республикăра хăйĕн политикине тахçантанпах тивĕçлĕ çулпа илсе пырать. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ республика парламенчĕн депутачĕ, манăн кандидатурăна çакна кура та пăхса тухнă пулĕ тетĕп. Хамăн шухăш-кăмăл пирки калас-тăк - манăн шалти туртăм та пур, Чăваш Ен çыннисемшĕн ырă ĕç тăвас кăмăл пысăк. Тăван ене, Тăван çĕршыва чунтан юратни çак кăмăла куллен-кун çĕклентерсе тăрать. Эпĕ çак ытарайми çĕр çинче пурăнатăп, кунта манăн тăван кил, çемье, ача-пăчам. Атте-анне, несĕл- сем пехиллесе хăварнă çĕр вĕт ку.
- Хăвăра çак ĕçе пуçăнма хатĕр тесе шутлатăр-и? Суйлансан, мĕнрен пуçлăр?
- Эпĕ пулас йывăрлăхсене витĕр курса тăратăп. Мана пĕр вăхăтра Чăваш Ен правительствинче экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕн çумĕ пулса ĕçлеме тỹр килчĕ. Ун чухне эпĕ республикăри вăтам тата пĕчĕк бизнес механизмĕсемпе суту-илĕве аталантарас тата ытти çĕршывсемпе хутшăнса ĕçлессине йĕркелесе ярас тесе вăй хунăччĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ республика хуçалăхне тытса пыма мĕн тери кăткăссине, çав вăхăтрах хам çав ĕçе пултарасса та ăнланса илтĕм. Пуçласса вара регионти влаç тытăмне улăштарнинчен пуçлăттăм. Республика Пуçлăхĕпе премьер-министр тивĕçĕсене уйăрмасăр хам тытса пырăттăм. Çакă аппарата чакарса укçа-тенке перекетлеме, яваплăха ỹстерме пулăшĕччĕ. Пĕчĕк республикăра икĕ пысăк пуçлăха тытса тăрасси ытла хакла ларать.
- Эсир паллă экономист тата финансист. Чăваш Енĕн паянхи экономикине еплерех хакланă пулăттăр?
- Паянхи кун Чăваш Енре те, Раççейре те, тĕнчере те экономика йывăр лару-тăрура. Республикăра пĕтĕм тĕнчепе çыхăннă пысăк предприятисем чылай. Вĕсен ăнăçсăрлăхĕ пĕтĕм экономикăна каялла туртать. Çак витĕме пăртак чакарас тесен пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăйлăрах аталантарса ямалла. Бизнес вăл кашни çын пурнăçне пырса тивет-çке-ха: ĕç вырăнĕсем туса парас тĕлĕшпе те, ĕç укçине ỹстерес тĕлĕшпе те... Бюджета пуянлатасси те унранах килет.
-Чăваш Ен хăçан та пулин хăйне хăй тивĕçтерекен регион пулса тăрĕ-ши?
- Пултарĕ, паллах, чăнласах ĕçлесен. Регион тупăшĕ мĕнрен килнине лайăх ăнланмалла. Вырăнта пуçтаракан налук региона аталантармалли тĕп çăл куç пулса тăмалла пек. Анчах юлашки çулсенче пухнă укçан ытларах пайĕ федераци бюджетне каять. Хальхи вăхăтра налука федераци бюджечĕпе регионсен бюджечĕсем хушшинче шайлаштарма кирли çинчен калаçа пуçларĕç. Ман шутпа, ку тĕрĕс. Çĕнĕ экономика программинче çак шухăша тивĕçлĕ хакласса шанатăп. Патшалăх Думин Экономика политики комитечĕн пуçлăхĕ Анатолий Аксаков çак йĕрке тĕлĕшпе те ĕçлет (сăмах май, ăна аталану программи хатĕрлеме кирлĕрен ямарĕç).
- Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвас тесен инвестици кирлĕ. Чăваш Республикине ку енĕпе илĕртỹллĕ тума май килĕ-ши?
- Инвестицисĕр, урăхла каласан, укçа хывмасăр экономикăна ниепле те малалла яраймăн. Инвестици - экономикăна чăнласах хăвăрт аталантармалли, çĕнетмелли мел. Эпĕ вăл икĕ пайран тăрать тенĕ пулăттăм: финанс ресурсĕсем тата кăсăклă проектсем. Пирĕн çав проектсем инвесторсене килĕшчĕр, тупăш кỹрессе ĕнентерччĕр тесе тăрăшмалла.
Нумай чухне эпир тулашри инвесторсене кĕтетпĕр. Килеççĕ те пире йăлтах туса параççĕ тесе ĕмĕтленетпĕр. Паллах, вĕсенчен ютшăнма кирлĕ мар, уйрăмах хăйсен пысăк проекчĕсемпе килекеннисенчен. Çапах вырăнти инвесторсене те кăсăклантарма пĕлмелле, вĕсем çĕклеме пултаракан проектсем пайтах. Шел пулин те, ку тĕлĕшпе республикăра нимĕнле хускану та çук. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чи пысăккисенчен пĕри - бизнесменсем влаçри çынсене шанманни. Республика ертỹçисем малашлăха курса ĕçлеменнине пула предпринимательсем хăйсене мĕн кĕтнине пĕлмеççĕ, çĕнĕ ĕç пуçарма тăхтаса тăраççĕ. Хут çине çырса хунă меслетсем пур-ха, анчах та вĕсемпе усă курса проекта пурнăçа кĕртмелле-çке.
- Калăпăр, инвестицисем киле пуçларĕç, вĕсене пурнăçламалли механизмсем те хута кайрĕç тейĕпĕр... Малалла мĕн?
- Малалла вара стратегие палăртмалла: мĕнле утăмсем тусан хăш отрасльсемпе территорисене аталантарма май пур? Акă, калăпăр, тĕп территорисем вырăнне пысăках мар хуласене илĕпĕр: Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка. Ма тесессĕн вĕсенче инфраструктура лайăхрах аталаннă. Вĕсенче республикăмăра кирлĕ çул-йĕрпе майсем туса хурсан вĕрентỹ тытăмне çỹле çĕклеме тăрăшмалла. Чăваш Енре юлашки вăхăтра вĕрентỹ тытăмĕ çав тери пĕчĕк шая анса ларчĕ. Раççей Федерацийĕнче нумай пулмасть тухнă йышăнупа килĕшỹллĕн 63 аслă вĕренỹ заведенине никĕс вырăнне хурса тĕллевлĕ вĕрентỹ тытăмне туса хумалла. Пирĕн Чăваш патшалăх университетне те пулин çав шута кĕртме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен çакă кăна республика экономикине юрăхлă специалистсем хатĕрлеме пулăшĕ. Шкулсем умĕнчи тĕллевсене те уççăн палăртмалла: хăш енĕпе ĕçлекен çынсем кирлĕ пулĕç пирĕн республикăна малашне? Физика пулĕ-и вăл, математика-и е биологипе информатика... Тĕп вĕренỹ заведенийĕ региона аталантармалли наука центрĕ пулса тăтăр.
- Чăваш Ен аграри республики пулсан та ял хуçалăхĕ юхăнса пыни куç кĕрет. Малашне те ĕç-пуç каплах пырсан куллен кирлĕ апат-çимĕçе те аякран кỹрсе килме тивĕ. Çакна улăштарма май пур-ши?
- Ял хуçалăх отраслĕ пирĕн республикăшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Унта та лайăх тĕслĕх сахал мар. Анчах эпĕ çак ĕçе йỹле ямасăр тытса пымалли çинчен каласшăн. Бизнесра чи кирли мĕн? Тавар сутасси. Хăйсем тĕллĕн ĕçлесе пурăнакан ял хуçалăх предприятийĕсене, уйрăмах вĕттисене, туса илнĕ продукцие сутнă чухне тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тивет. Кунта чи кирли - патшалăх çак ыйтăва мĕнле татса пани. Тĕслĕхшĕн кỹршĕллĕ Мордва Республикинех илер. Унта ял хуçалăх продукцине туса илекенсене вĕсен таварĕ мĕнлерех пулмаллине чылай малтан пĕлтерсе хураççĕ. Калăпăр, тырă хакĕ клейковина шайĕнчен килет тесе хак хураççĕ. Ун хыççăн акмалли культурăсемпе тата удобренисемпе тивĕçтереççĕ. Çак схемăпа ĕçлесен ял хуçалăх предприятийĕсем хăйне евĕр производство лаптăкĕсем пулса тăраççĕ, вĕсен продукцине сутас енĕпе вара ятарлă пĕр пĕтĕм тытăм ĕçлет. Ĕçе çапла йĕркелени хресчене хăйне ирĕклĕ туйма, малалла аталанма май парать.
- Эсир - опытлă ертỹçĕ, Германире грант та илсе курнăскер. Мĕнле ĕçре тăрăшнă эсир унта?
- Президент программипе ертỹçĕ пулма вĕреннĕ май эпĕ Германире стажировкăра пулнăччĕ. Çулталăк иртсен Германи правительстви эпир пухнă пĕлỹпе еплерех усă курма пултарнине тĕрĕслес тесе конкурс ирттерчĕ. Ун чухне эпĕ телекоммуникаци хывас енĕпе строительство бизнесне пуçарнăччĕ. 90-мĕш çулсен вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарти пĕтĕм телеприемниксене кабель тытăмне куçарма май килчĕ. Çакна эпир нимĕç фирминчен илсе килнĕ оборудовани пулăшнипе тума пултартăмăр. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Ун чухне вара эпир кабель телевиденине çул хывакансем пултăмăр. Сăмах май, грант комиссийĕ пире пĕрремĕш вырăн пачĕ.
- Эсир хăвăра-хăвăр алăра тытма пĕлни паллă. Çынпа нихăçан та кăра калаçмастăр. Ăçтан килекен япала ку? Аçăр-аннĕр çапла ỹстернĕ-и е хăвăр тĕллĕн вĕреннĕ?
- Каллех малтанхилле хуравлам: вăл та, ку та пулĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ çакна темĕнле тĕлĕнтермĕш тесе шутламастăп. Эпĕ, хресчен çемйинче çуралнăскер, саккăрмĕш класс пĕтериччен ялта пурăннă, килти, колхозри ĕçпе пиçĕхнĕ. Ун чухне хирте алăпа тумалли ĕç ытларахчĕ. Спортран та ютшăнмастăп. Спорт кĕрешĕвĕ вара кăра çилĕллисене юратмасть. Хама пурнăçа вĕрентекен çынсем те мана этемпе этем пек пулма ăс панă.
- Сирĕн çемйĕр пысăк, килте укçа-тенкĕ тыткаласси кам аллинче: мăшăрăр е хăвăрах хуçаланатăр?
- Пирĕн апла пайлани çук. Ман шутпа, çемьере хăтлă та татуллă пулмалла. Пуç пулса тăрассишĕн кĕрешни нихăçан та пулман пирĕн.Çемье вара чăнах та пĕчĕк мар: манăн пилĕк ача.
- "Галстуксăр" Олег Алексеевич Николаев урăх çын-и?
- Тĕрлĕрен. Ялан пĕр кăмăлпа çỹрейместĕн вĕт. Чăн марри вара - суя.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)