АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Паймуллин, районти "Морское братство" пĕрлĕх членĕ

22 августа 2015 г.

Владимир Паймуллин, районти "Морское братство" пĕрлĕх членĕ: "Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шăнкăртамра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуç хунă, унтан таврăннă салтаксене, паян службăра тăраканнисене сума суса лартнă вертолет-палăка уçнă çĕре хутшăнни _ питĕ пысăк чыс. Пирĕн районта паяна тĕрлĕ çарта службăра тăнисем хăйсен вăйĕпе 5 палăк уçрĕç. Сăмах май, пуçарса яраканĕсенчен пĕри эпир _ тинĕс çар флотĕнче службăра тăнисем _ пултăмăр.

Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче çамрăксем хушшинче патриотлăха ỹстересси пирки те каларĕ. Эпир те яш-кĕрĕме тĕрĕс воспитани парассине вăйлатасси, вĕсене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси пирки тăрăшатпăр. Акă, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта кадет класĕсем уçма хутшăнтăмăр. Малтанах ашшĕ-амăшĕ хирĕçлеме пăхрĕ, эпир ырă шухăшпа хамăр ĕçе пуçарнине курса ĕненсен ырларĕç. Патриотлăх темине республика, Раççей шайĕнче тата ытларах тимлĕх уйăрмалла, ун чухне çитĕнỹсем те пулĕç".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика