АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Федерацийĕн Коммунистсен партийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидат Валентин Сергеевич Шурчанов

22 августа 2015 г.

 Шурчанов Валентин Сергеевич

1947 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районĕнче, Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Аслă пĕлỹ илнĕ: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. "Электропривод тата промышленность установкисене автоматизацилесси" специальноç илнĕ, Чулхулари Партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ.

Совет Çарĕнче, Сахалинта, хĕсметре тăнă. Çар званийĕ _ подполковник.

Электрик, энергетик-механик, инженер пулса ĕçленĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче ВЛКСМ комитечĕн секретарĕнче, университетри парти комитечĕн секретарĕн çумĕнче ĕçленĕ. Пĕлĕвне тата организаторла пултарулăхне кура ăна Шупашкар хулин Калинин райкомĕн пай пуçлăхне çирĕплетнĕ. Унтан вăл КПСС Чăваш обкомĕн инструкторĕ, партин Çĕмĕрле хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă, КПСС Тĕп Комитечĕн Организациллĕ ĕç пайĕн инструкторĕнче ĕçленĕ.

1988-1991 çулсенче Валентин Сергеевич Шурчанова КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕ, обкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйланă.

Раççей Федерацийĕн Атăл тăрăхĕнчи республикисемпе облаçĕсен экономика енĕпе çыхăну тытакан "Анлă Атăл" ассоциацин представителĕ пулнă.

Ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне, Чăваш Республикин пĕрремĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутатне, Патшалăх Канашĕн Председательне суйланă, вăл Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ пулнă.

Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн виççĕмĕш, пиллĕкмĕш тата улттăмĕш суйлавĕсенчи Патшалăх Думин депутачĕ. Раççей Федерацийĕн пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Думине суйланиччен Патшалăх Думинчи КПРФ фракцийĕн аппарачĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ.

2005-2009 çулсенче КПРФ Тĕп Комитечĕн органĕн _ "Правда" хаçатăн тĕп редакторĕ пулнă.

Валентин Сергеевич Шурчанова темиçе хутчен Раççей Федерацийĕн Коммунистсен партийĕн Тĕп Комитечĕн членĕ пулма суйланă. Вăл 1993 çултанпа КПРФăн Чăваш Республика уйрăмне ертсе пырать.

2013 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче КПРФ Тĕп Комитечĕн пĕрремĕш пленумĕнче ăна тепĕр хут КПРФ Тĕп Комитечĕн Президиумĕн членĕ пулма суйланă.

Шурчанов Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕ. КПРФ фракцийĕн членĕ. Патшалăх Думин информаци политики, информаци технологийĕсем тата çыхăну енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ.

СНГ-а кĕрекен патшалăхсен Федераци Пухăвĕнчи Патшалăх Думин яланхи депутацийĕн членĕ, çак организацин патшалăх тытăмĕ тата вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен яланхи комиссийĕн членĕ. Атăлçи федераци округĕнчи гражданла общество институчĕсене аталантарас енĕпе туса хунă Обществăлла канаш членĕ.

Авланнă, ỹссе çитĕннĕ ывăл пур.

Хамăрăн кандидат çинчен...

"Чăваш Енре Валентин Шурчановăн шанăç лайăх. Унăн опычĕ пысăк, пуян. Республикăн Патшалăх Канашне ертсе пынă. Патшалăх Думин депутачĕ пулса нумай çул ĕçлет. "Правда" хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлерĕ. Интернационализмпа халăхсен туслăхĕ мĕне тăнине питĕ лайăх пĕлет. Пысăк пĕлỹллĕ, культурăллă çын. Республика Пуçлăхĕнче пултаруллă та хастар, ăнăçлă ĕçлеме пултарать".

Г.А. ЗЮГАНОВ,КПРФ Тĕп Комитечĕн Председателĕ.

Ĕненĕвĕпе хурçă пек çирĕп

Валентин Сергеевич Шурчановпа эпĕ 1969 çулта паллашнă. Эпир ун чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕмелли экзаменсем тытаттăмăр. Пире, тин кăна вуннăмĕш класран вĕренсе тухнăскерсене, вăл _ Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă çамрăк _ хăйне мĕнле тытнипе, сăпайлăхĕпе, пуриншĕн те яваплă пулнипе, шухăшлав йĕркипе кăмăла килчĕ.

Эпир, экзаменсене ăнăçлă тытса, "Электропривод тата промышленноç установкисене автоматизацилесси" специальноçпа промышленноçа электрификацилес ĕç факультечĕн студенчĕсем пулса тăтăмăр.

Пирĕн ЭП-4-69 ушкăнта 20 каччăпа 4 хĕр. Ушкăн старости _ Валентин Шурчанов. Хамăрла каласан, Валик, Валентин. Ăслă, тĕрĕслĕхе юратакан, кирлĕ вăхăтра юлташĕсене пур енĕпе те пулăшма хатĕр, çав вăхăтрах питĕ сăпайлă каччă. Тата унăн характерĕнче тепĕр уйрăмлăх пурччĕ: малашлăха курса, пĕтĕм чунпа, ăс-хакăлпа çавăнта ăнтăлни, палăртнă тĕллев патне хатĕрленсе пыма пĕлни. Пирĕн ушкăнта малтанхи кунран пуçласах хăйне евĕр лару-тăру йĕркеленчĕ. Староста тăрăшнипе. Пĕрле тăрăшса вĕренмелле, суймалла мар, пĕрне-пĕри пулăшмалла.

Вулакан çапла шухăшлама пултарать: ку çын çак статьяна суйлав умĕн такам хушнипе çырнă, ытлашши мухтанă. Çук. Ку çыру айне пирĕн ушкăнти студент пулнă çынсем пурте алă пусма пултараççĕ.

Университетран вĕренсе тухнăранпа хĕрĕх çул иртрĕ. Пĕлтĕрхи июльте пĕрле пухăнтăмăр. Мăнаçланса калатăп, пирĕнтен пĕри те хăйĕн ятне яман. Тăнлавсем шуралнă пулин те, студент чухнехи пекех хĕрỹ, хастарлăх пысăк. Пурте тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, пурин те наградăсем, хисеплĕ ятсем пур.

Эпир студент пулнă çулсене аса илтĕмĕр: вĕренỹ кунĕсене, студентсен строительство отрячĕсен маршручĕсене. Валентин Шурчанов Алтайра пĕрлештернĕ стройотряд командирĕнче ĕçлерĕ. Каччăсем электропередача линийĕсене çакрĕç, эпир, хĕрачасем, электропăралуксене аякра ларакан ялсене, çуртсене туртрăмăр. Чăн-чăн ĕç, хамăра ĕç вырăнĕсенче тĕрĕслерĕмĕр.

Эпир ун чухнех çакна ăнланнă: Валентин Шурчанов _ ертсе пыракан лидер. Вăл пур ĕçе те тĕплĕ тăватчĕ, панă сăмаха çирĕп тытатчĕ, çынсене хавхалантарма пĕлетчĕ.

Партие вăл студент чухнех кĕнĕ. Унтанпа хăйĕн шухăшне улăштарман.

Халĕ пăхатăн та тĕлĕнетĕн, нумайăшĕн парти билечĕсем пурччĕ, паян _ çук. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене улăштарнă. Майлашăннă, çыпăçнă. Хамăр ăçтан тухнине маннă. Эпир, хальхи ватăсем, Совет Союзĕ тенĕ çĕршывран тухнă вĕт. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерỹçĕ пулнă, чаплă, пысăк стройкăсен, космосри тĕлĕнмелле çитĕнỹсен çĕршывĕ. Эпир _ ырă кăмăллăх, пархатарлăх ăрăвĕн çыннисем. Çакна нихçан та манмастпăр.

Вăхăт хăвăрт малалла шăвать, çав вăхăтрах пирĕн хушăра хамăр биографие, çĕршыв биографине пăсса, суйса кăтартма хăтланакансем те пур-ха. Историе тепĕр майлă çавăрса хурасшăн. Вĕсемпе ниепле те килĕшме пултараймастăп.

Аталану çулĕ çинче йăнăшсем те пулнă, анчах эпир хамăр шанăçа, ĕненỹлĕхе çухатман, парти билетне алран яман, ята вараламан. Кулленхи хĕвĕшỹре вара çакăн çинчен шухăшласах каймастпăр. Шухăшламаллах!

Республикăмăра пысăк улшăнусем кĕтеççĕ. Ку таранччен мĕн тунине, мĕнле тунине тишкерсе шута илсен, эпĕ çапла калатăп: эпĕ _ Валентин Сергеевич Шурчановшăн, ĕненĕвĕпе хурçă пек çирĕп, пултаруллă та хастар çыншăн.

Н. ПОЛЯКОВА.

Манăн Чăваш Республики халăхĕсем умĕнчи обязательствăсем Хисеплĕ ентешсем!

Хисеплĕ тăванăмăрсем!

Сирĕнтен ытларахăшĕ республикăра çĕнĕ улшăнусем пулмаллах тесе шутлать, çав улшăнусене республикăн çĕнĕ Пуçлăхĕ тума пултарать тесе ĕмĕтленет. Эпĕ, Валентин Сергеевич Шурчанов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма Раççей Федерацийĕнчи Коммунистсен партийĕ тăратнă кандидат, Чăваш Еншĕн çак яваплă, кăткăс самантра Сире чĕнсе калатăп. Хамăн пурнăçăмри опыта, пултарулăха тата хастарлăха республика умĕнче тăракан пысăк ыйтусене татса памашкăн усă курма, республикăра пурăнакан чăвашсемшĕн, вырăссемшĕн тата ытти халăх çыннисемшĕн яваплăха туйса пĕтĕм йывăрлăха хам çине илме сăмах паратăп.

Республика Пуçлăхне суйлансан эпĕ чи малтан халăх шаннă Правительствăна йĕркелеме тăрăшатăп. Унăн членĕсем пурте тенĕ пекех профессионалсем пулĕç. Паллах, ăна тĕрлĕ партисен, партире тăманнисен, общество организацийĕсен представителĕсемпе килĕшсе, калаçса татăлса тăватпăр. Çав вăхăтрах гражданла службăн патшалăх должноçĕсене йышăннă, халĕ ĕçлекен çыннисем те вырăнтах юлаççĕ. Шансах тăратăп, çакăн пек йĕрке вырăнти хăйтытăмлăхăн пур сыпăкĕсенче те пулĕ.

Правительство, министрсем пурте тата должноçри ытти çынсем "Правительство сехечĕ" вăхăтĕнче хăйсен ĕç-хĕлĕ çинчен депутатсем умĕнче, граждансем умĕнче отчетсем тăвĕç. Министрсем граждансем умĕнче малтанах палăртнă кун йĕркипе республика парламентĕнче тухса калаçĕç.

Республика Пуçлăхĕ пулсан, телевиденипе, радиопа кашни кун калаçса ята ямăп, республикăн хуçалăх пурнăçне йĕркелеме, кỹршĕ республикăсен, облаçсен кĕпĕрнаттăрĕсемпе тата пуçлăхĕсемпе çирĕп, кỹршĕллĕ, икĕ енĕшĕн те усăллă çыхăнусем тытса пыма тăрăшăп. Раççей Федерацийĕн Правительствипе, Патшалăх Думипе тата Федераци Канашĕпе Чăваш Республикин çĕршыври вырăнне-пĕлтерĕшне ỹстерес, хăватне тивĕçлипех пысăклатас тесе ĕçлĕп. Çапла вара, Чăваш Ен кашни çын пуçне тивекен тупăш тата ĕç укçи енĕпе Раççейри вăтам шая çитет. Эпир сирĕнпе Чăваш çĕршывĕнчи йывăр лару-тăрăва, куллен шухăшлаттаракан çак ыйтусене сирсе яма пултарăпăр:

Ку вăл _ социаллă танмарлăх, халăхăн 10 проценчĕ пуйса пырать, 90 проценчĕ чухăна куçса пырать.

Ку вăл _ демографири лару-тăру, халăхра çуралакан ачасен шучĕ чакса пырать.

Ку вăл _ экологи хăрушлăхĕ. Республикăна ертсе пыракансем республикăра халăх йышлă пурăннине пăхмасăрах химин сиенлĕ производствине вырнаçтарма палăртаççĕ, çĕрсене ют çĕршыв çыннисене усă курма памашкăн шутлаççĕ.

Ку вăл _ экономикăпа социаллă пурнăçа аркатни. Хаксем тата тарифсем пĕрмай ỹссе пынă хушăра патшалăх çынсен пурнăç условийĕсемшĕн яваплăха хăй çинчен сирсе ярать.

Ку вăл _ пуçтарса хатĕрлекен промышленноçра пысăк технологиллĕ производствăсене пăрахăçа кăларни. Çав производствăсемсĕр пĕр çĕршыв та пурăнма пултараймасть. Республика 25 çул хушшинче промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, строительствăра 1990 çулта пулнă шая ниепле те çитеймест.

Ку вăл - ял хуçалăх производствине малалла аркатса пыни. Хуçалăха тытса пымалли формăсене суйланă чухне тунă пысăк йăнăшсем халĕ те чăрмантараççĕ. Халăх предприятийĕсен пысăк коллективлă хуçалăхĕсене пĕтерсе хуни сăтăрла ĕç.

Ку вăл _ пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсанин хăвăртлăхĕ пурăнмалли çуртсен фондĕнчен тухса ỹкнин хăвăртлăхĕнчен юлса пыни. Патшалăх вара çак ĕç валли укçа-тенкĕ тупаймасăр, тăкаксене пурне те граждансем çине тиеме тăрăшать.

Ку вăл _ республикăри халăх Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара пурăнма туртăнни, ку йĕркене никам та тĕрĕслесе тăмасть. Яллă вырăнсенчи район центрĕсенче тата Канаш, Улатăр, Çĕрпỹ хулисенче ĕçсĕр юлнă çынсем урăх вырăнсене ĕçлеме çỹреççĕ.

Пирĕн командăн тĕллевĕ _ влаç ĕçĕн принциплă çак тĕп тĕллевĕсене тепĕр хут чĕртсе тăратса аталантарасси:

_ коллективизим, тỹрĕ кăмăллăх, чăнлăх;

_ начар пурăнакан граждансене, хĕрарăмсене, ачасене, нумай ачаллă çемьесене, инвалидсене, ветерансене, вăрçă ачисене тата ытти категорири çынсене социаллă гарантисем пулăшу парасси;

_ ĕçлеме пултаракан кашни çынна ирĕклĕн ĕçлеме, ĕçшĕн тивĕçлĕ ĕç укçи илме, çемьене, ачасене тулăх пурнăçпа пурăнма майсем туса парасси;

_ иртнине пĕтĕмпех хурланине, историе пăсса кăтартнине, терроризма, наркомание тата проституцие хирĕç кĕрешесси.

Республика хуçалăхне тытса пыма "Промышленноç политики" çинчен республика саккунĕ йышăнатпăр, ăна пурнăçа кĕртме пуçлатпăр. Промышленноçра пысăк промышленноçпа энергетика предприятийĕсене ĕçлеттерме тытăнатпăр. Кунпа пĕрлех "Трактор завочĕсем" концерна, Канашри, Улатăрти тата Çĕмĕрлери хăватсемпе усă курма пуçлатпăр. Шупашкар ГЭСне проектпа палăртнă шая çитерме тăрăшатпăр. Вак тата вăтам бизнеса ĕçлеме май туса паратпăр.

Ял хуçалăхĕнче пысăк улшăнусем пулаççĕ.

Улшăнусем капиталлă строительствăна та, вăрман хуçалăхне те, халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас ĕçсене те, культурăна та пырса тивеççĕ.

Пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсама укçа-тенкĕ пухасси çинчен калакан Федераци саккунне пăрахăçлаттаратпăр.

Налук пуçтармалли йĕркене те улăштарма вăхăт. Халăха пулăшу ĕçĕсем туса парас енĕпе хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсене те, икĕ çуллăх налук каникулĕсем пулаççĕ. Виçĕ çул хушши №2016-2018 çç.№ налуксем ỹсмеççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика