26 августа 2015 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ районта чи пысăккисенчен пĕри çеç шутланмасть, пур енĕпе те кăтартуллисен йышĕнче те. Педагогсенчен виççĕшĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем, пĕри _ Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вунвиççĕшĕ вара пĕтĕмĕшле вĕрентỹн хисеплĕ работникĕ. Çак кунсенче çеç тава тивĕçлисен ретне тепĕр хастар та пултаруллă учительница хутшăннă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Альбина Николаевна Майринана Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă. Патшалăх наградине тивĕçнĕ учительница пирки ыррине, лайăххине нумай-нумай калама пулать. Вăтăр çул ытла тăрăшать вăл çак çăмăл мар ĕçре. Пĕрремĕш категориллĕ хисеплĕ педагог яланах хăйĕн професси ăсталăхне ỹстерессишĕн, ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парассишĕн тăрăшать. Вăл хастар общественник, нумай конкурссемпе ăмăртусен çĕнтерỹçи. Унăн çемье архивĕнче республика шайĕнче çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисемпе парнесем те сахал мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)