26 августа 2015 г.
Пурнăçăн пăтăрмахĕсене пула хăш-пĕр ача пĕчĕклех ашшĕ-амăш хỹттисĕр тăрса юлать. Шăпана никам та суйласа илмест-çке. Юрать-ха вĕсене патшалăх хăй хỹттине илет, пулăшать. Çывăх çыннисен çуначĕ айĕнче тĕрек илейменнисен ỹссе çитĕнсен пурăнмалли кĕтес шырамалла ан пултăр, ют çын куçĕнчен кĕлмĕçленсе ан пăхчăр тесе çуртпа та тивĕçтерет.
Августăн 21-мĕшĕнче шăпах районти 7 тăлăх нумай хутлă çуртри хăтлă та илемлĕ хваттерсене пурăнма куçрĕç. Вĕсен чĕрисенчи шăнăçайман савăнăçа пайлама район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи П. Никифоров, республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн ертỹçи С. Викторов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ И. Львов, "Энергострой" строительство организацийĕн директорĕ И. Маков тата ыттисем те хутшăнчĕç.
45 хваттерлĕ çуртăн никĕс не шăпах çулталăк каялла янă. Тăватă подъездлă, виçĕ хутлă, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2034,21 тăваткал метр йышăнакан нумай хутлă çуртăн 7 хваттерне (231,91 тăваткал метр) тăлăхсене патшалăхăн программипе килĕшỹллĕн панă.
Сăмах май, кăçал пĕр ача валли федераци бюджетĕнчен 920700 тенкĕ уйăрнă.
_ Ачасем тăван ашшĕ-амăшĕсĕр çитĕннине курма питĕ йывăр. Патшалăх вĕсене пурнăçра ура çине тăма пулăшнă тĕслĕхсенчен пĕри _ çуртсемпе тивĕçтерни. Эсир лайăх пĕлỹ илсе çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пуласса, юратнă района квалификациллĕ специалистсем пулса таврăнасса шанса тăратăп, _ терĕ Николай Иванович Глухов хĕрсемпе каччăсене паянхи пурнăçа тивĕçтерекен условиллĕ хваттерсен çăра уççисене тыттарнă май.
Ыттисем те çакăн пиркиех каларĕç, телейлĕ пурнăç сунчĕç.
Патшалăх пулăшăвĕпе кĕтеслĕ пулнă Первомайскинчи Кристина Горшкова чун хумханăвне пытарайманран сасси пĕр савăнăçлăн, пĕр чĕтревлĕн тухрĕ. Вăл тăлăхсене алă тăсса панăшăн, пурнăçăн анлă та тумхахлă сукмакĕпе çирĕппĕн утма шанăç парнеленĕшĕн çĕршыв, регион, район ертỹçисене тав турĕ.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте çĕнĕ хваттерсене кĕрсе курчĕç, строительсен ĕçне пахаларĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)