26 августа 2015 г.
Ĕнер, августăн 25-мĕшĕнче, районти педагогсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕн тĕллевĕсене палăртма, иртнине пĕтĕмлетме Патăрьелĕнчи культурăпа кану керменне конференцине пуçтарăнчĕç. Вăл "Районти профиллĕ вĕрентỹ: çивĕч ыйтусем тата малашлăхĕ" темăпа иртрĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, Чăваш Республикин Патшалăх преми лауреачĕ, районăн хисеплĕ çынни Л. Кураков хутшăнчĕç.
Конференци пирки тĕплĕнрех çитес номерте вулама пултаратăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)