АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усламçă пулма çăмăл-и?

26 августа 2015 г.

Районта Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр, экологи, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ М. Калмыков уçнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулран-çул бизнес вăй илсе пыни район экономикине аталанса пыма пулăшать: пур шайри бюджета налук ытларах кĕрет, предпринимательсем ĕç условийĕ шайне лайăхлатаççĕ. Хатĕрлесе кăларакан продукци калăпăшĕ пысăкланать, хальхи вăхăтри технологисемпе усă курнăран ассортимент та пуянланать, пахалăх та ỹсет.

Хальхи вăхăтра районта ĕçлекенсен 50 проценчĕ бизнесра тăрăшать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пур отрасле те ярса илнĕ: ял хуçалăхне, суту-илĕве, обществăлла апатланăва, строительствăна, тирпейлекен производствăна, халăха тивĕçтерỹ парассине. Суту-илỹ тата обществăлла апатлану сферинче бизнесра тăрăшакансен _ 36 проценчĕ, ял хуçалăхĕнче _ 35, строительствăра _ 13, тирпейлекен производствăра _ 11, ытти отрасльте 5 процент вăй хурать.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам бизнесра 3909 çын ĕçленине палăртнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 1,6 процент ытларах.

Ял хуçалăхĕнче тимлекенсем тыр-пулăн 80-85 процентне, пахча çимĕçĕн _ 55-58, çĕр улмин 28-30 процентне туса илеççĕ.

Строительство комплексĕнче тăрăшакансем çĕнĕ çуртсем, социаллă объектсем, çулсем тăваççĕ. Республика тулашĕнче объектсем çĕклеме тендрсем выляса илеççĕ.

Предпринимательсем сĕтел-пукан, тимĕре авса хитрелетнĕ, йывăçран ăсталанă япаласем тунă, профнастил хатĕрленĕ çĕрте те вăй хураççĕ. Çавăн пекех çăмăл автомашинăсене юсаççĕ, кондитер изделийĕсем, çăкăр-булка хатĕрлеççĕ. Парикмахерскисем, косметика кабинечĕсем, тỹлевлĕ медицина тивĕçтерĕвĕсем те уçнă.

Вăтам бизнесран кăçал налук 10 млн тенкĕ кĕнĕ, çакă районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн 20 проценчĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче предпринимательлĕхе аталантарассишĕн тăрăшса республика, федераци шайĕнчи программăсене хутшăнаççĕ. "Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики" программăн "Чăваш Республикинчи вăтам тата предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантарасси" çум программăпа килĕшỹллĕн çул пуçланнăранпа пĕчĕк бизнесра тимлекен 16 субъекта 39908,4 пин тенкĕлĕх (2014 çулта _ 26650 пин тенкĕлĕх) пулăшнă. Пĕлтĕр 6 фермер тата пĕр хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе яма грант тивĕçнĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунне Чăваш Республикинчи предпринимательсене хỹтĕлекен уполномоченнăй В. Иванов, Раççейри районсем хушшинчи иккĕмĕш налук инспекцийĕн ертỹçин çумĕ Г. Филиппов, республикăри бизнес-инкубаторăн представителĕсем, "Сбербанк России" тата "Россельхозбанк" банкĕсенче ĕçлекенсем хутшăннă.

Мероприятинче предпринимательсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатнă, вĕсем çине хуравсем илнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика