29 августа 2015 г.
Юлашки вăхăтра руль умне ларса çула тухакан водительсен теветкеллĕхĕ синкерлĕхпе вĕçленнине çине-çинех калатпăр, çыратпăр, асăрхаттартпăр пулин те, илтнĕ сăмаха çилпе вĕçтерекенсем тупăнсах тăраççĕ. Районти ГИБДД начальникĕ Александр Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх августăн 21 _ 22-мĕшĕсенче иртнĕ "Ỹсĕр водитель" операци вăхăтĕнче каллех гаишниксен аллине эрех ĕçнĕ водительсем çакланнă. Çул-йĕр инспекторĕсем икĕ кунта тăватă пуçтах ячĕпе протокол çырнă. Ятарлă хут çине йĕрленĕ йĕркесене вара нимĕнле те хуратаймăн. Саккунпа çылăха кĕнисен вăхăтлăха удостоверенипе сывпуллашма та, пысăк штрафне тỹлеме те тивет.
Çак кунсенчех водительсен çул çинчи ĕçĕпе канăвне йĕрлесе тăракан "Тахограф" операци те иртнĕ. Ку тĕлĕшпе те саккуна пăхăнман икĕ çынна айăпланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)