29 августа 2015 г.
Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕ пуçарнă "Музее экспонат парнеле" акци районта начар мар пырать темелле. Аваллăхсăр малашлăх çуккине ăнлансах хăшпĕр хастарсем музея питĕ кирлĕ те юрăхлă экспонатсем парнеленĕ. Сăмахран, Кивĕ Ахпỹртри О. Титова килĕнче упранакан авалхи арчана та шеллемен. Вăл пушă та мар. Хĕрарăм килте тĕртнĕ кĕпесемпе саппунсене, алшăллисене те хăварман. Унăн аппăшĕ Л. Пыркина вара аккордеонне те хĕрхенмен. Туçари М. Мулюкова çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче усă курнă ĕç хатĕрĕсем те музейра вырăн тупнă.
Акцие коллективпа хутшăнни те кăмăллă. Экскурсие килекенсем районти Çырăнтару керменĕн ĕçченĕсем парнеленĕ авалхи йывăç куркана сăнамасăр та иртсе каймĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)